Муркаш районӗнчи «Е.А. Андреев ячӗллӗ ӑратлӑ савут» ял хуҫалӑх кооперативӗнче отчет пухӑвӗ иртнӗ. Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, унта хутшӑнас тесе предприятире унччен тӑрӑшнисем те пуҫтарӑннӑ.
«Чӑваш Енре тахӑҫан чи пуян пулнӑ миллионер-колхоза салатни, ҫаратни ҫинчен пӗлтӗр эпӗ ҫырнӑччӗ», — тенӗ журналист.
Кӑҫалхи отчет пухӑвне пуҫтарӑннисем предприяти ҫуртне кӗртессе кӗтсе урамра тӑнӑ. Анчах ЯХПК пуҫлӑхӗ Семенов (вӑл Муркаш районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ-мӗн) полицин участокри уполномоченнӑйне чӗнсе илнӗ. Хуҫалӑхӑн ӗнерхи ӗҫченӗсене отчет пухӑвне кӗртмен, пуху пыракан ҫурта шал енчен питӗрсе илнӗ имӗш.