Канашри суту-илӳ точкисем валли пӗр арҫын 600 литр суя эрех кӳрсе килнӗ. Анчах ӑна унти ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ.
Пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. «Форд-транзит» машинӑна тытса пыракан 39 ҫулти арҫын Самар облаҫӗнчен Канаша ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем автомобиле тӗрӗслеме тытӑннӑ та 117 эрех ещӗкӗ куҫ тӗлне лекнӗ. Весенче маркӑсӑр водка тата коньяк пулнӑ. Машинӑна тепӗр хутчен тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тата тата тепӗр виҫӗ ещӗк асӑрханӑ. Ҫапла вара 120 пин тенкӗлӗх 600 литр эрехе туртса илнӗ.
Водкӑпа коньяка Канашра ӗҫлесе пурӑнакан 45 ҫулти усламҫӑ унти суту-илӳ точкисене вырнаҫтармалла пулнӑ.
Суя эрех кӳрсе килнӗ тата ӑна сутма пулӑшакан арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене 6 ҫул таран тӗрмене хупма тата 1 миллион тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ.