Шупашкарта ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пиллӗкри ача машина айне лекнӗ. Турра шӗкӗр, сывлӑхне ытлашши сиен кӳмен. Пульницӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те киле янӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Хусанкай урамӗнче каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. «Киа Спектра» автомобиль хуҫи каланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ачи ҫул ҫинчи «зебра» текен вырӑна кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машина хытӑ кайман пулин те хӑвӑрт чарса ӗлкӗреймен.
Инкекӗн чӑн сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче водительсене ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсене те тимлӗ пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫиччен ҫывӑхра машинӑсем пуррипе ҫуккине пӑхмалла.