Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑвашра Раҫҫей ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен вӑййисем иртеҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 29.04.2012 15:03 | 1441 хут пӑхнӑ

Пӗлтӗр кӑҫалхи ҫӗртмен 13–18-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Раҫҫей ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен вӑйисене ирттерме йышӑннӑччӗ. Ӑна йӗркелесси пирки Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев акан 25-мӗшӗнче Мускавра канашлура пулчӗ. «Вӑйӑсене Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче ирттерме палӑртрӑмӑр», — тесе пӗлтернӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Александр Петриков. «Кӑҫалхи ял ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗсене Чӑваш Енре ирттерме халӑх юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх тата спорт енӗсемпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунине кура суйларӑмӑр», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл. Михаил Игнатьев хушса каланӑ тӑрӑх Чӑваш Ен халӑхӗн 29% кашни кун тенӗ пекех пушӑ вӑхӑтне спортпа туслӑн ирттерет: «Юлашки вӑхӑтра ялсенче 22 ҫӗнӗ спорт-кермен хута янӑ, кӑҫал тата иккӗшне уҫасса кӗтетпӗр. Вара, 2012-мӗш ҫулта, республикӑри мӗнпур ял ҫынни спорт-кермене ҫӳреме пултарӗ».

Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов каланӑ тӑрӑх 17 тӗслӗ спорт вӑййисем Шупашкарти «Олимпийский», «Энергия», «Спартак» тата «Труд» стадионсенче, ял хуҫалӑх академинче, Шупашкар кооператив институтӗнче иртӗҫ. Пӗрремӗш кунне хӑнасене Чӑваш оперӑпа балет театрӗнче кӗтсе илӗҫ, кану ҫурчӗсем тӑрӑх вырнаҫтарӗҫ. Спортсменсене «Спорт», «Чувашия», «Россия» тата «Чувашия-курорт» кану ҫурчӗсенче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫсӑр Шупашкарти хӑш-пӗр аслӑ вӗренӳ общежитийӗсем хаклӑ хӑнасене кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. «Хӑнасене апатлантармалли тата хула тӑрӑх куҫса ҫуремелли ыйтусене те вӑхӑтрах татса парӑпӑр», — тесе вӗҫлерӗ Сергей Павлов. Ҫак тӗллевпех пулӑма йӗркелекенсем вӑйӑсем ирттернӗ вӑхӑтра Шупашкар хули студенчӗсем хушшинче волонтерсен ушкӑнӗсем пуҫтарма та шутлаҫҫӗ.

Ял ӗҫченӗсен вӑййисене ҫӗртмен 14-мӗшӗнче «Олимпийский» стадионра уҫма, 18-мӗшӗнче Атӑл ҫыранӗнчи «Анне» палӑкӗ умӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа хупма палӑртна.

#спорт, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #ял хуҫалӑх вӑййисем

 

Комментари:

Серте Унтри // 2152.53.4542
2012.05.05 14:20
Мен хака кайса ларать Чаваш Ене кун пек мероприяти?
Услам парать им Бюджета? Е пирен Чаваш Ененче Россия шайенчи мероприятие тивещле пултамар тесе хавхаланнипе щырлахмалла и?
Кутри юлашки йеме хуса сутса янтан Чаваш Енпе паллаштарасшан пуль-ха?
Тепе йерипе пер пытармасар каласа катартна пултар!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем