Акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре хӗрлӗхене (корь) хирӗҫ иммунизаци ирттерӗҫ. Ку юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре ҫак чир сарӑлса пынипе ҫыхӑннӑ.
Юлашки виҫӗ уйӑхра ҫӗршывра хӗрлӗхенпе чирленӗ 800 ытла тӗслӗхе палӑртнӑ: Мускавра, Мускав, Чулхула, Владимир, Иваново облаҫӗсенче тата ытти регионта. Вӑл Чӑваш Ене ҫитес хӑрушлӑх та пур. Юлашки хутчен кунашкал чир Чӑваш Ене Мускав облаҫӗнчен лекнӗ.
Чӑваш Енре унччен ҫак чирпе чирлемен, прививка туман 18-35 ҫулсенчи ҫынсене прививка иммунизацийӗ тӑвӗҫ. Ҫавӑн пекех хӗрлӗхенпе чирлес хӑрушлӑх пысӑк ҫынсене, 36-55 ҫулсенчисене, тӑвӗҫ: медицина, суту-илӳ, транспорт, социаллӑ, коммуналлӑ тытӑмсенче, вахта мелӗпе ӗҫлекенсене, мигрантсене. Икӗ прививка тӑвӗҫ: вакцинаци тата ревакцинаци. Вӗсен хушши виҫӗ уйӑхран сахал мар пулӗ. Кунсӑр пуҫне наци календарӗпе прививка туман 2-17 ҫулсенчи ачасене иммунизаци тӑвӗҫ.