Ӗнер кунӗпех йӗпе юр ҫунӑран ҫул-йӗр ҫинче чӑрмавсем те сиксе тухнӑ. М-7 ҫулӑн пӗр пайне хупни пирки хыпарланӑччӗ.
Паян республикӑри ҫулсем ҫинче шуҫлак. Уйрӑмах – ирхине. Ҫавӑнпа водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Ҫапах пӑтӑрмахсӑр пулман паян. Ирхине «Вятка» ҫул ҫинче, Кӳкеҫ поселокӗнчен инҫех мар, авари пулнӑ: йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ-2114» рулӗ умӗнче ларакан 45 ҫулти водитель транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Скания» бензовозпа ҫапӑннӑ. Пысӑк машина кюветалла чӑмнӑ, пӗчӗк машинӑна та пӗрле сӗтӗрсе кайнӑ.
«Вунтӑваттӑмӗш» рулӗ умӗнче ларнӑ водитель тата 43 ҫулти пассажирка ҫавӑнтах вилнӗ. Бензовоз водителӗ аманман. Фура тиевпе пыман, пушах пулнӑ.