Пӗлтерӳ
![]() Кӗҫнерникун, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Агрегат савучӗн культура керменӗнче чӑваш эстрадин черетлӗ концерчӗ иртмелле — хӑйсен пултарулӑхӗпе Андрей Емельяновпа Лариса Воронова паллаштарӗҫ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Концертра ҫавӑн пекех ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те пулӗҫ: Александр Ильин, Надежда Юрпи, Сергей Петров, Сергей Королевский тата ыттисем. Андрей Емельянов — Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чалпуҫ районне кӗрекен Лашман ялӗнче ҫуралнӑ. Мӗн ачаран юрлать — ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫне юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ: амӑшӗ фольклор ушкӑнӗнче юрланӑ, ашшӗ баян каланӑ. Андрей Емельянов «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӑн лауреачӗ пулнине те асӑнса хӑварас пулать. Ку ята вӑл 2006 ҫулта тивӗҫнӗ. Унӑн паллӑрах юррисем: «Эп вӗрентӗм халӑхран», «Тутӑр кӗтесси», «Вӑхӑт шӑвать», «Юхать юханшыв», «Эх, чӑвашӑм» тата ыттисем. Билет туянас кӑмӑл пулсан 8-919-665-44-45 тата 8-937-955-89-47 номерсемпе шӑнкӑравлама пултаратӑр. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |