Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Раҫҫей аслӑ чиновникӗсен «ылтӑн» мӑшӑрӗсем

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 18.04.2012 14:18 | 1483 хут пӑхнӑ

Иртнӗ кӗҫнерникун Раҫҫей правительствин сайтӗнче аслӑ чиновниксен арӑмӗсем 2011-мӗш ҫулта мӗн чухлӗ тупӑш илнине пӗлтернӗччӗ. Ӑҫта ӗҫлеҫҫӗ-ши ку чаплӑ маткасем, мӗнрен укҫа тупаҫҫӗ? Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх чи пуян чиновник арӑмӗ (1-мӗш вырӑн) Ольга Шувалова иккен. Унӑн пӗлтӗрхи тупӑш 365 млн. тенке ларнӑ имӗш! Килте ларсах (налук хучӗ тӑрӑх вӑл ӗҫсӗр кил хуҫи) «Газпром» тата «Сибнефть» акционерлӑ ушкӑнсен хаклӑ хучӗсемпе суту-илӳ тусах пуять иккен. Кунсӑр пуҫне тата Раҫҫейре икӗ пысӑк хватер (108 тата 175 тв.м), ҫурт (4 174,1 тв.м), Англире (424 кв.м), Арабсен Эмиратӗсенче хваттер (153,32 тв.м) тата ҫурт вырӑнӗ (1 245, 44 тв.м), Австрире пӳрт (1 479,84 тв.м). Ҫулҫӳреве Раҫҫей машинисемпе тухасшӑн мар Ольга Шувалова, картишӗнче Jaguar, Mercedes-Benz S350, S500 тата S-класслӑ седан V221, лимузин ЗИЛ-41047, Форд Химер Кемп машинӑсем лараҫҫӗ.

Наталья Дубовицкая вара, Владимир Путин правительствинчи иккӗмӗш ҫын пулакан Владимир Сурковӑн мӑшӑрӗ, хӑй пуянлӑхӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать иккен. Пӗлтӗрхи ҫул ун кӗсьине 125 млн. тенкӗ кӗрсе вырнаҫна тесе кӑтартнӑ вӑл налук хучӗ ҫине. Наталья Дубовицкая Раҫҫейри крахмал тӑвакан пӗрлешӳллӗ компанисен ертӳҫин ҫумӗ иккен. Кунсӑр пуҫсӑр хастар арамӑн Раҫҫейре тӑватӑ ҫурт вырӑне (10 503, 6 000, 9 000 тата 936 тв.м.), икӗ пӳрт (761,6 тата 598 тв.м), хваттер 59, 4 тв.м). Кил картишӗнче Citroen Picasso, Mercedes-Benz Viano CDI ҫӑмӑл машинӑсем лараҫҫӗ.

Ирина Шойгу, Сергей Шойгу арӑмӗ, вара, 78 млн. тенкӗпе виҫҫӗмӗш вырӑна вырнаҫнӑ тет. ИӖМ министрӗн арӑмӗ «Экспо-Эм» турфирма йӗркелесе янӑ иккен. Кунсӑр пуҫне Ирина Шойгу спорт индустрин аслӑ шкулне ертсе пырать теҫҫӗ. Audi A4-па ярӑнать имӗш.

Галина Бабич, Атӑл тӑрӑхӗнчи регионӗсен Раҫҫей Президенчӗн ятарлӑ ҫыннин Михал Бабичӑн арӑмӗ, пӗлтӗр 49 млн. таран укҫа туса пуян арӑмсен йышӗнче 4-мӗш тет. Упӑшки вара, налук хучӗ тӑрӑх, ҫулталӑкне аран-аран 2 млн. ҫеҫ ҫемьене тупӑш пама пултарнӑ. Ку ҫемьен те Раҫҫейре виҫӗ хваттер пур теҫҫӗ: (142,9, 125,4, 58,5 тв.м.).

Зумруд Рустамова, Медведев ҫумӗнчи Аркадий Дворковичӑн мӑшӑрӗ, 2011-мӗш ҫулта тупӑшлӑ бизнеспа ӗҫлесе 45 млн. тенкӗ илме пултарнӑ тет, 7 500 тв.м. ҫӗр вырӑнӗ туяннӑ, тата виҫӗ хваттер хӑй ҫине ҫыртарнӑ имӗш. Lexus LX 570, Lexus RX 330 ятлӑ ҫӑмӑл машинӑсемпе ярӑнать.

Кристина Тихонова, Раҫҫей Президенчӗн Администраци пайӗн ертӳҫин Константин Чуйковӑн арӑмӗ, 33 млн тенкӗпе 6-мӗш вырӑнта. Chrysler PT Cruiser, Cadillac Escalade ятлӑ ҫӑмӑл машинӑсемпе кӑна ярӑнать теҫҫӗ.

7-мӗш вырӑнта Зоя Зубкова, Владимир Путин ҫумӗнчи иккӗмӗш ҫын Виктор Зубковӑн арӑмӗ 21 млн тенкӗпе. Унӑн виҫӗ пӳрт вырӑнлӑх ҫӗр пур (26 300, 16 500 и 9500 тв. м), икӗ хваттер (154,4 и 186,5 тв. м), гаражра Toyota RAV-4 и BMW-6 ҫӑмӑл машинӑсем тӑраҫҫӗ.

Юлия Сердюкова, Раҫҫей Ҫар ертӳҫи Анатолий Сердюков мӑшӑрӗ, 16 млн. тенкӗпе 8-мӗш вырӑнта. Унӑн та налук хучӗ тарӑх виҫӗ пӳртлӗх ҫӗр вырӑнӗ (303, 4 000 и 4 000 тв. м), хваттер (100 тв. м), тата Volswagen, Toyota Land Cruiser машинӑсем пур тет.

Владимир Путин ҫумӗнчи Игорь Сечинан арӑмӗ Марина Сечина 9-мӗш вырӑнта — 9 млн. тенкӗпе ҫырлахнӑ. Кунӑн пӗр хватер (53,8 кв. м), тата Subaru Impresa ҫӑмӑл машина, Honda мотоцикл пур иккен.

#Раҫҫейре, #тупӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем