Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чи шанчӑклӑ вӗрентекен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 01.04.2012 21:26 | 2022 хут пӑхнӑ
Сидорова Людмила Николаевна
Сидорова Людмила Николаевна

Пушӑн 31-мӗшӗнче республикӑри ют чӗлхесене вӗрентекенсем педуниверситетра «Most dedicated teacher» — «Чи шанчӑклӑ вӗрентекен» конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пухӑнчӗҫ. Ку ӑмӑртӑва республикӑри хальхи вӑхӑтри гуманитари вӗрентӳ центрӗ Лингва йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл 3-мӗш хут иртрӗ. Малтанхи тапхӑрта конкурсантсем эссе хайланӑ, унтан - методикӑпа тата грамматикӑпа тест витӗр тухнӑ. Виҫҫӗмӗш тура республикӑри тӗрлӗ районта ӗҫлекен 22 акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ тивӗҫ пулнӑ.

Пухӑннисене ют чӗлхесен факультечӗн деканӗ Никитинская Лариса Владимировна саламларӗ. Алла Петровна Макарова пухӑннисене центр пирки каласа пачӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Пӑлхануллӑ самант. Кашни черет хутне туртса илет, черетпе билет туртса кӑларса ҫийӗнчех билет ыйтӑвӗсем ҫине тулли ответ пама тӑрӑшать. Калӑпӑр, Ирина Анатольевна Мареевӑн: «Енчен те сирӗн юратнӑ ҫынпа пӗрле урӑх нихӑҫан та хӑвӑн тӑванусене курмассине пӗле тӑрах аякри ҫӗршыва тухса каяс килет-и?» Наталия Михайловна Матвеевӑн — «Эсир мулпа ытларах хитререх тумланма е хваттере илемлетме усӑ курӑтӑр?». Александр Николаевич Николаевӑн — «Енчен те тепӗр эрнерен ядерлӑ вӑрҫӑ тухасса пӗлсен эсир вӑхӑта еплерех ирттернӗ пулӑттӑр?» — «Ҫамрӑк вӑхӑта таврӑнас килет-и сирӗн? Эсир шкулта ӗҫлемесӗр килте кӑна ларма хатӗр-и?...»

Жюрире США ҫынни Ферроу Честон Лин та пулчӗ. Тӳрех калас пулать, васкаса каланӑ ыйтӑва ӑнланма йывӑртарах тапхӑрсем пулчӗҫ пулин те кашни конкурсант экзамена ӑнӑҫлӑ тытрӗ. Лауреат ятне Е.П. Светопольская (Елчӗк районӗ), Н.В.Коростелева (Шупашкар), С.А. Николаева (Вӑрмар районӗ), Т.Н. Толстова (Шупашкар), 3-мӗш вырӑнта — В.В. Дмитриева (Муркаш районӗ), 2-мӗш — Л.А. Леванова (Ҫӗмӗрле хули), пӗрремӗш вырӑна вара Етӗрне районӗнчи Пӑчанар ялӗнче кун ҫути курнӑ, Кӑкшӑмри 8 ҫул вӗренмелли шкул директорӗнче ӗҫленӗ Пчелкин Николай Ивановичпа Валентина Викторовнӑн хӗрӗ (халӗ Шуршӑлти__ вӑтам шкулта 30-мӗш ҫул ачасене акӑлчан чӗлхи вӗрентекен) тӗрлӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫи Сидорова Людмила Николаевна тивӗҫрӗ.

Людмила Николаевна 2007 ҫулта «Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекен» гранта илме тивӗҫлӗ пулнӑ, «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» конкурсра та «За творческое дерзание» (чӑв. «Пултаруллӑ хавхаланушӑн») номинацире лауреат ятне тивӗҫнӗ, Кембридж экзамӗсене ӑнӑҫлӑ тытнӑ.

Ют чӗлхеҫӗсем конкурса тӑратнӑ ӗҫсенчен брошюра кӑларма сӗнчӗҫ.

#ӑмӑртусем, #акӑлчан чӗлхи, #вӗрентекенсем, #Елчӗк районӗ, #Шупашкар, #Ҫӗмӗрле, #Вӑрмар районӗ, #Муркаш районӗ, #Етӗрне районӗ, #Пӑчанар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем