Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӑван ен культурине вӗрентекенсен пӗрремӗш фестивалӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
galina.belkova 27.03.2012 23:34 | 1098 хут пӑхнӑ

Шкулсенче юлашки вӑхатра тӗрлӗрен ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫавсен хушшинче кашни предметпа тенӗ пекех районсенче те, республика шайӗнче те фестивальсем ирттереси те вӑя кӗчӗ. Комсомольски районӗнче ҫак уйӑхра ҫеҫ историпе обществознани, ун хыҫҫӑн ют чӗлхе вӗрентекенӗсен фестивалӗсем иртрӗҫ. Ытларикун вара Тӑван ен культурине вӗрентекенсен районти пӗрремӗш фестивалӗ пулса иртрӗ.

Ирхине ирех, урамра ҫил-тӑман вӗҫтернипе ҫулсене юр шӑлса лартнине пӑхмасӑрах, тӗрлӗ шкулсенчи вӗрентекенсем район центрне ҫул тытрӗҫ. Кунтан ҫул татах та малалла — Асанкасси тӑрӑхне. Пӗрремӗш фестивале Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттерме шутласа хунӑ.

Хуҫасем хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ: Е.М.Яндрова шкул ертӳҫи тата тӑван ен культурине вӗрентекен Л.А.Катмакова. Ӗҫлӗ канашлу хыҫҫӑн пурте классене уҫӑ уроксем итлеме пайланса кайрӗҫ. Икӗ урок тӑршшӗнче пурӗ ултӑ класра вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Л.А.Катмакова (Асанкасси вӑтам шкулӗ) 5-мӗш класра «Чӑваш Енри спорт» темӑпа, В.Г. Гордеев (Комсомольскинчи пӗрремӗш вӑтам шкул) 8-мӗш класра «Каҫал тӑрӑхӗн паллӑ ҫыннисем» темӑпа, А.В.Лукина (Шурутри вӑтам шкул) 9-мӗш класра «Чӑваш халӑх менталитечӗ» темӑпа, Н.Г.Боровкова (Комсомольскинчи иккӗмӗш вӑтам шкул) 5-мӗш класра «Чӑваш чӗлхин малтанхи ӑсчахӗсем» темӑпа, Л.Н.Яковлева (Хирти Мӑнтӑрти вӑтам шкул) 6-мӗш класра «Кӗпе-йӗм» темӑпа, В.В.Петрова (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ) 7-мӗш класра «Салтака ӑсатни» темӑпа уҫӑ уроксем пачӗҫ. Чӑн та, кашниех урокне питӗ тӗплӗн хатӗрленни куҫкӗрет, методикӑна аван пӗлни палӑрать. Мӗн тӗрлӗ ӗҫ туса ӗлкӗрмерӗҫ-ши вӗсем тата! Чӑвашсен авалхи тумтирӗпе те паллаштарчӗҫ, ачасене ушкӑнсене пайласа пуканесене те тумлантарчӗҫ, тестсем туса ирттерчӗҫ, хальхи электронлӑ пособисемпе те усӑ курса ӗҫлерӗҫ. Пурне те каласа пӗтерме те май ҫук. Уроксене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн вӗсене хак парса тӗрлӗ номинацисен ҫӗнтерӳҫисене Комсомольски районӗнчи ҫутӗҫ пайӗн дипломӗсене парса чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗренекенсемпе вӗрентекенсен пултарулӑх выставкине хутшӑнакансене палӑртса хӑварчӗҫ.

Чи кирли вара: ҫакӑн йышши ӗҫ-хӗл ачасене те, вӗрентекенсене те питӗ усӑллӑ. Унта пӗлмелли, ӗҫтешсен паха опычӗпе паллашса малашне ӗҫре усӑ курмалли питех те нумай. Ҫакӑн пек вӗрентекенсем пулсан чӑваш халӑх ӳнерӗ нихӑҫан та сӳнмӗ, малалла аталанса пырӗ. Чӑваш чӗлхи те ачасенчен пуласлӑхри ӑрусене куҫса пырса упранса юлӗ, ытти чӗлхесем хушшинче малашне те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ! Шанас килет.

#Асанкасси, #шкулсем, #Комсомольски районӗ, #фестивальсем, #тӑван ен культури

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org