Пушӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен черетлӗ X пухӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче — юлашки тапхӑрти ӗҫсене тишкерни, суйлавсем, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗсене чыслани тата ытти те. Пухӑннисем Виталий Петрович Станьялӑн «Таврапӗлӳҫӗсен 90 ҫулӗ» ятлӑ сӑмахне итлесе таврапӗлӳҫӗсен ӗҫне хакларӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ. Виталий Станьял «Ҫӗнӗ вӑхӑ» кӑларӑш ӗҫне пысӑк хак парса унӑн директорне А.В. Сорокина чунтан тав турӗ. Виталий Станьял съезда хатӗрленсе ятарлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, вӑл «Преодолеем любой рубикон» ятлӑ. Кӗнекере чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн уставӗ, Виталий Станьял 2010, 2011 тата 2012 ҫулсенче каланӑ докладсем. Ҫавӑн пекех кунта союз хисеплӗ ятсемпе чысланӑ таврапӗлӳҫӗсен ячӗсемпе паллашма пулать.
Съезд чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн канашне тата унӑн ертӳҫине суйларӗ.