Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Юррусем пурӑннӑран эс пиртен уйрӑлман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
smaeva 17.03.2012 14:07 | 1787 хут пӑхнӑ

Мухтавлӑ ентешӗмӗр, паллӑ юрӑҫ, Чӑваш АССР халӑх, РСФСР тава тивӗҫлӗ Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Тӑван ҫӗршывӑн вунҫичӗ наградин кавалерӗ Мефодий Иванович Денисов юрӑҫ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа Кивӗ Чукалти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта асӑну мероприятийӗ пулса иртрӗ. Сӑмах май, вӑл шӑпах ҫак ялти шкулта 1936 ҫулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ.

Ирпе, уроксем пуҫланичченех, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем юрӑҫ хӑй сывӑ чухнех шкула парнеленӗ кассетӑсенчи юрӑсене итлерӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗсенче ачасем шкулти историпе таврапӗлӳ музейӗнче пулчӗҫ. Ҫак музейра М. Денисов кӗтесӗ пур. Унта сцена ӑсти усӑ курнӑ тумтир, кӗнекесем, ун ҫинчен ҫырнӑ хаҫат-журнал, алҫырӑвӗсем, ытти хаклӑ документсемпе сӑнӳкерчӗксем упранаҫҫӗ. Шкулти ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсем юрӑҫа халалласа стенд йӗркеленӗ, унта ентешӗн пурнӑҫне аван ҫутатса панӑ. Стендпа юнашарах М.Денисовӑн ӑру йывӑҫҫине вырнаҫтарнӑ. Музейри калаҫӑва Анжелина Малеева таврапӗлӳҫӗ ертсе пычӗ.

Уроксем вӗҫленсен ҫамрӑк артистсем акт залӗнче концерт лартса пачӗҫ. Концерта ҫак шкулта музыка предметне вӗрентекен Татьяна Михайловна Малеевӑпа Галина Владимировна Карзанова вожатӑй ертсе пынипе хатӗрленӗ. Концерт вӑхӑтӗнче куракансем «Мефодий Иванович Денисовӑн асаилӗвӗсем» проектпа паллашрӗҫ. Проекта шкул вулавӑшӗнче ӗҫлекен Зоя Ивановна Кувайскаяпа Татьяна Михайловна Малеева хатӗрленӗ.

Юлашкинчен М.Денисов ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнчи Асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хутӑмӑр. Ҫак чечексене ятарласа шкулти социаллӑ педагог Ирина Малеева ӳстернӗ. Чечексене кайса хума Елена Малеева, Мария Чамеева, Михаил Кириллов ҫамрӑк юрӑҫсем тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #шкулсем, #Кивӗ Чукал

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем