Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта ҫынсем каретӑпа ҫӳрекен Хӗл мучине курсан, ахӑртнех, тӗлӗннӗ. Чантӑрти Сергей Шаров мӑнукӗсене саламлама килнӗ иккен! Хӗл мучи «Про Город» хаҫата интервью панӑ.
«Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн мӑнуксем патне килетӗп. Унччен раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫитеттӗм, кӑҫал май килмест. Ачасем Мускава тухса кайӗҫ», - тенӗ Хӗл мучи.
Карета вырӑнӗнче – прицеплӑ мотоблок. Хӗл мучие ҫаврӑнас шухӑш мӑнуксем ҫут тӗнчене килсен ҫуралнӑ. Мотоблок ҫине малта лаша пуҫне вырнаҫтарнӑ. Каретӑна вӑл батарейкӑсемпе ӗҫлекен гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Шӑнкӑравсем те пур, вӗсем Сергея аслашшӗнчен лекнӗ.
Хӗл мучи шкул ачисене саламлама та ҫӳрет, каретӑпа ярӑнтарать, канихвет ҫитерет.