Юратнӑ хӗрарӑмсем!
Сире пӗтӗм чун-чӗререн питӗ чаплӑ уявпа — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Сирӗн ҫепӗҫ куллӑр ӑшшипе, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа тата ҫӗнелӳпе тулса пуянланнӑ ҫак илемлӗ уява эпир пурте чӑн-чӑн ҫуркунне палли пек йышӑнатпӑр. Ҫак вӑхӑтра ҫут ҫанталӑк хӗл ыйхинчен вӑранса чӗрӗлме тытӑнать, чунра ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллев ҫуралать. Иксӗлми юратупа илеме, тарӑн ӑспа ыр кӑмӑллӑха, ӑш пиллӗхпе чӑтӑмлӑха сӑнарлаканскерсем, эсир пурнӑҫа савӑнӑҫлӑрах тата ҫураҫуллӑрах тӑватӑр. Хӑвӑр чунтан савакан ҫывӑх ҫыннӑрсене ачашлӑхпа ӑшӑ туйӑм парнеленӗ май, вӗсене пурнӑҫри йывӑр самантсенче тӗрлӗ пӑтӑрмахсемпе инкексенчен сыхлатӑр, килти хӑтлӑха шанчӑклӑн упратӑр. Сирӗн юратӑвӑрпа тӑрӑшулӑхӑр пире, арҫынсене, вӑйлӑрах пулма хистеҫҫӗ, пултаруллӑ ӗҫлеме тата ырӑ ӗҫсем тума хавхалантараҫҫӗ. Эпир Сире хамӑра ӑнланнӑшӑн тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ҫемье вучахне упрама пӗлнӗшӗн, ачасене ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ та пултаруллӑ туса пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн тата хӑвӑр ҫав хушӑрах ӗҫре, общество пурнӑҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарнӑшӑн чӗререн тав тӑватпӑр. Хаклӑ аннесемпе асанне-кукамайсем, мӑшӑрсемпе хӗрсем, аппасемпе йӑмӑксем тата тантӑшсем, пирӗн пурнӑҫа пархатар кӳнӗшӗн тата ӑна телейлӗ тума пулӑшнӑшӑн сирӗн умӑрта эпир пуҫа таятпӑр. Ан тив, сирӗн чунӑрта яланах ҫуркунне чечеклентӗр, ҫемйӗрсенче юратупа килӗшӳлӗх хуҫаланччӑр, чи ҫутӑ ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр!
Ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей сире!
Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев.