Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче республикӑра пурӑнакансем ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва лекнӗ. Сӑмах ҫул укҫишӗн пӗрлехи транспорт карттипе (ПТК) тӳлекенсем пирки пырать.
Хӑшӗ-пӗри карттӑпа тӳлеймен, кондукторӑн терминалӗ ӑна йышӑнман, «ПТКн формачӗ тӗрӗс мар» тесе кӑтартнӑ.
Республикӑри оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, ПТКсен ӑнсӑртран блокировка тунӑ-мӗн: вӗсем хастар усӑ куракансен списокне кӗнӗ. Ҫакӑ фронд-мониторинг тытӑмне иккӗлентернӗ, карттӑсемпе ултавҫӑсем операцисем ирттереҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа «хура списока» кӗртнӗ.
Оператор ӗҫлеме пӑрахнӑ картта хуҫисене компанин пӗр офисне пырса заявлени ҫырма ыйтать. Ӑна 3 ӗҫ кунӗнче пӑхса тухӗҫ, кун хыҫҫӑн ПТК ӗҫлеме пуҫлӗ.