Чӑваш халӑхӗн паллӑ ӳнерҫин Моисей Спиридоновӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Виктор та питӗ ӑста ӳнерҫӗ пулма пултарнӑ иккен. Шел те шӑпи урӑхларах пулса тухнӑ. Ленинградри Ӳнер академине пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрак вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ. Унтан вара таврӑнайман — Смоленск патӗнчи ҫапӑҫура паттӑррӑн ҫапаҫса пуҫне хунӑ.
Виктор ача чухнех ӳкерме юратнӑ имӗш. 1930 ҫулта, шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра, ҫак ача Василий Чапаева хут ҫине ӳкернӗ пулнӑ. Хальхи Шупашкарта ларакан паттӑр палӑкӗ, тӗлӗнмелле те, ҫак ачан ӳкерчӗкӗ евӗрлех туйӑнать вара. «Чапаев ут ҫинче» ятлӑ вӑл, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн архивӗнче упранать.