Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти водительсем 25-30 пин тенкӗ шалупа та ӗҫлесшӗн мар

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.12.2018 12:01 | 1330 хут пӑхнӑ
Хулара

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче транспорт реформи вӑя кӗнӗ май Шупашкарти ҫулсем ҫине ҫӗнӗ автобуссем тухнӑ. Эппин, ҫынсем валли ваканси те пур. Анчах Шупашкарти водительсем ӗҫлесшӗн мар-мӗн. Ӗҫ укҫи те сахал мар пек: 25-30 пин тенкӗ шалу пама шантараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ автобуссем маршрутсем ҫине тухнӑ май перевозчикӑн пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: тата тепӗр 150 водителе ӗҫе илмелле. Шупашкарти ҫынсем вара килесшӗн мар. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет.

Водительсем ҫитменнипе перевозчик ҫынсене Волгоградран илсе килнӗ. Анчах ют хулари ҫынсем Шупашкара лайӑх пӗлмеҫҫӗ. Автобуспа кирлӗ ҫӗре ҫитме май пуррипе ҫуккине хӑш-пӗр пассажир водительсен ыйтать-ҫке-ха, анчах Волгоградри ҫынсем ҫак ыйтӑва хуравлаймаҫҫӗ.

Халӗ вара ку ыйтӑва паракан, ахӑртнех, нумай, мӗншӗн тесен чылай транспортӑн маршрутне улӑштарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ куншӑн каҫару ыйтать, ку ҫитменлӗх вӑхӑтлӑха кӑна тесе шантарать.

#Шупашкар, #автобуссем, #ӗҫ укҫи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53957
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микулай Павловски // 3534.8.8010
2018.12.03 13:39
Тӗлӗнмелле! Мускава, ытти ҫӗре, шӑшлӑ хваттерсенче пурӑнкаласа, пробкӑсенче кунӗпе тӑрса, укҫа ӗҫлесе илме ҫӳрекен водительсем тӑван, тӑнӑҫлӑ Шупашкарта 25-30 пиншӗн ӗҫлешшӗн мар, иккен... Камтӑр йӑлт пӑтратса, кантрисене хӑй ҫине туртса, пурне те ташлаттарса тӑрать, бойкот пекки те туйӑнать. Питӗ пысӑк укҫа кӗсъене юхма чарӑннӑ пулас...
Agabazar // 3820.46.5012
2018.12.05 19:41
Agabazar
Суяҫҫӗ, тем тесен те суяҫҫӗ.
Юри таҫтан аякран илсе килеҫҫӗ штрейкбрехер пеккисене.
Чӑвашсене тӑван ҫӗртен пистерсе тӗнче тӑрӑх салатса пӗтересшӗн теме пулать.
"Свято место пусто не бывает" тенешкел, кунта вара варягсем килсе тулаҫҫӗ. Питӗ ансат.
Волгоградран чӗнсе килекен шохвӗрсем ниепле те "йӳнӗ" пулма пултараймаҫҫӗ вырӑнтисемпе танлаштарсан.
Agabazar // 1844.46.5294
2018.12.06 07:04
Agabazar
Пире чӑваш республикинче "ытлашши нумай" халӑх пурӑнать тесе халлап ҫапаҫҫӗ вӗт.
Хӑшпӗр сайтсенче варяг-водительсем пирки "Петербургран" тенӗ. Чӑннипе вара ӑҫтан?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем