Чӑваш Ен правительствин юлашки ларӑвӗнче «В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство перлешӗвӗнчи» лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Предприятири ӗҫсем япӑх пыни пирки пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчех предприяти панкрута тухма пуҫланӑ, анчах та ун чухне лару-тӑрӑва лайӑхлатма май тупса панкрута тухассинчен ҫӑлнӑ. Халӗ вара завод каллех ҫав шая ҫитме пуҫланӑ — палартнӑ правительство ларӑвӗнче. Предприятири ӗҫ укҫи Шупашкартинчен те, ун йышши ытти предприятинчен те каярах, 2006 ҫулхи тупӑшлӑхӗ палӑртнӑ 12% вырӑнне 2% ҫеҫ ӳснӗ, пӗр хушӑ эрнере 4 кун кӑна ӗҫленӗ. Фёдорова предприятири ытти ӗҫсем те пӑшӑрхантарнӑ. Предприяти ертӳҫи Михаил Резников каласа панӑ тӑрӑх вара предприятин ӗҫӗсем япӑх пулни Раҫҫее 500 вакун Китай пиротехникине илсе килни, вӗсене 2 хут йӳнӗрех хакпа сутни, самай укҫа производствӑна ҫӗнетнӗ ҫӗре янипе ҫыхӑннӑ. Вӑл калашле 2007 ҫулта предприятири ӗҫ укҫи 21% ӳсмелле, тупӑшлӑхӗ — 16%.
Предприятири лару-тӑрӑва ҫӑлма ыйтса Н. Фёдоров Фрадков патне ҫыру янӑ.