Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасене право енчен пулӑшмалли кун иртӗ. Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятие ҫӗршывӑн мӗнпур субъектӗнче йӗркелӗҫ. Ҫав шутра — пирӗн республикӑра та.
Ачасен правине хӳтӗлес ыйтусемпе консультаци кӳме ҫав кун ятарлӑ пунктсем уҫӑлӗҫ. Вӗсем тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ. Опекӑпа попечительствӑпа, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ вун-вун ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ.
Тӳлевсӗр пулӑшакан пунктсене районсемпе хуласенчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсенче, социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсенче ытти мероприяти те самай пулмалла. Ашшӗ-амӑшӗпе ачасем валли ҫав кун, сӑмахран, Уҫӑ алӑксен кунӗ, «Мой телефон доверия» (чӑв. Манӑн шанчӑк телефонӗ) акци иртӗ.