Кӑҫалхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлать. Сивӗ хӗл кунӗсем хӗвеллӗ те юмарт ҫурхи кунсемпе ылмашнине Раҫҫей ҫӗршывӗнче пурӑнакан халӑхсем авалтанах хаваслӑ паллӑ тунӑ. Хӗвел шӑратса пӑхнине паллӑ туса ҫаврака ҫуллӑ икерчӗ-капӑртма, хуплу-пӳремеч пӗҫернӗ. Ҫак уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмен, яш-кӗрӗм лашапа катаччи чупнӑ. Паллах, ҫӑварни йӑли-йӗркин мешехийӗнче вырӑс халӑхӗн хӑй евӗрлӗхӗ те, чӑвашсем ҫеҫ туса ирттернӗ уйрӑмлӑхсем те пур, анчах ҫакӑ пире паян уявра пӗр пекех савӑнма пӗртте кансӗрлемест.
Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫӑварни уявӗн техӗмне астивме кашни ҫулах конкурс-уяв ирттерет. Ҫак уяв тӗлне факультетсем ҫӑварни сӗтелӗ янтӑлаҫҫӗ. Мӗн тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ куҫа илӗртмест пулӗ тулӑх сӗтелсем ҫинчен, сӗтеклӗ кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ икерчӗ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать... Вӑйӑҫ купӑс тӑсса янӑ, ушкӑнсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ. Ку хутӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем «Хуняма патне икерчӗ ҫиме...» ятлӑ номинацире ыр ят ҫӗнсе илчӗҫ.