Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Раҫҫейре: Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑваша медальпе чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.10.2018 18:47 | 1835 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Иркутск тӑрӑхӗнчи «Юлташ» чӑвашсен наципе культура автономийӗн ваттисен канашӗн пайташӗ Леонид Максимов «100 лет уголовному розыску России» (чӑв. Раҫҫейӗн пуҫиле шыравне 100 ҫул) медале тивӗҫнӗ. Эпир ку хыпара автономи ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтерни тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Паян асӑннӑ служба ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ.

Вероника Тимофеева ҫырнӑ тӑрӑх, Леонид Сергеевич Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырать.

Автономи хастарӗ хӑш тӑрӑхри чӑваш пулнине пӗлес тесе эпир уҫӑ ҫӑлкуҫсемпе усӑ куртӑмӑр. Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Максимов Самара облаҫӗнче 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Омскра милицин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Милицин отставкӑри полковникӗ.

#автономисем, #уявсем, #чыслав, #чӑвашлӑх, #Иркутск, #ентешсем, #Самара, #Омск, #ШӖМ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9135.7.3295
2018.10.05 22:08
Agabazar
Самара мар, Самар темелле

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем