Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енре культура эткерлӗхне сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ. Ведомство сутлӑха 1917 ҫулта хӑпартса лартнӑ ҫурта кӑларнӑ. Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртӑн путвал та пур-мӗн. Пурлӑхӑн малтанхи хакне ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви 48,665 млн тенкӗ тесе йышӑннӑ. Конкурс кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле. Ҫурт калӑпӑшӗ — 1430,6 тӑваткал метр. Кунсӑр пуҫне унӑн 1697 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫӗр пур. Культура эткерлӗхӗнчи ҫурт Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 3-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑна туянас текенсен заявкисене чӳк уйӑхӗн 2-мӗш таран йышӑнаҫҫӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл ҫурта пӗлтӗр те сутма хӑтланнӑ. Ун чухне ҫавӑншӑн 55 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |