Шупашкарта регионсен пӗрлехи «Ҫӗрулми-2012» куравӗ вӗҫленнӗ. Кӑҫалхипе 4-мӗш хут йӗркеленӗ ӑна. Хӗл кунӗнче иртнӗ пулин те, унта халӑх питӗ йышлӑн хутшӑннӑ. Икӗ кун хушшинче куравра Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен тата ют ҫӗршывсенчен 9 пин ытла специалист пулса курнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫӗрулми туса илес ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе паллашас, «иккӗмӗш ҫӑкӑр» тата техника сутакансемпе ҫыхӑнусем йӗркелес тӗллевпе ҫитнӗ.
6 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче 74 компани хӑйӗн продукцийӗпе паллаштарнӑ: ҫӗрулми вӑрлӑхӗпе пӗрлех кунта ҫӗр сухаламалли, шӑвармалли хатӗрсем, им-ҫам, ӳсентӑрансене хӳтӗлемелли япаласем, теплицӑсем тата ытти те. Курма килекенсемшӗн интересли нумай пулнӑ. Уйрӑмах ҫынсем паха вӑрлӑхпа кӑсӑкланнӑ. Ӑна вара суйламалӑх та пулнӑ — Раҫҫейре, Голландире, Беларуҫре кӑларнӑ сортсем патӗнчен халӑх татӑлман. Кама мӗнли килӗшет ҫавӑн пеккине тупма пултарнӑ — пиҫсен ирӗлсе каяканни, хытӑраххи, хӑварт пулаканни, каярах кӑлармалли тата ытти те.
Курав вӑхӑтӗнчех ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫӗрулми туса илес ӗҫри лару-тӑрӑва тишкернӗ тата унӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫнӑ. «Ҫавра сӗтелсенче» отрасльти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ: вӑрлӑх пахалӑхне ӳстересси, ҫӗрулми пахалӑхне тата тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшакан им-ҫам, ҫӗре кӑпӑшкалатмалли технологисемпе хатӗрсем кӑларасси, «иккӗмӗш ҫӑкӑра» чир-чӗртен тата хурт-кӑпшанкӑсенчен сыхласси, пахча-ҫимӗҫе упрамалли хуралтӑсем тӑвасси. Курав программи питех те анлӑ пулнӑ. Килекенсене пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ, алӑ ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Кунтах ҫӗрулмирен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхма май туса панӑ. Курава пӗтӗмлетнӗ хаҫҫӑн унта хутшӑнакансене дипломсем парса чысланӑ.