Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери калав ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.10.2018 11:04 | 1771 хут пӑхнӑ
Культура
Хаклав хучӗ
Хаклав хучӗ

Ӗнер, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ (Турци) ирттерекен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери калав ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн жюрийӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ (ҪИП) йӗркеленӗ жюри пайташӗсем Илле ҫыравҫӑ, И. Кириллова, В. Никифорова, Н. Осипов литература тӗпчевҫисем, Н. Ларионов журналист конкурса килнӗ 14 калава 5 баллӑ системӑпа хакланӑ (кам хӑш калава мӗнле хакланине ӳкерчӗкре илсе кӑтартнӑ таблицӑран пӗлме пултаратӑр).

Чи нумай — 23,3 балл — пухса, пӗрремӗш вырӑна Борис Чнндыков ҫырнӑ «Тислӗк купи» калав тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Юрий Санӑн «Нацмэн» калавӗ (23,2 балл), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Владислав Николаевӑн «Телейлӗ» виҫӗ тӗлпулу» калавӗ (22,5 балл).

Унсӑр пуҫне, чӑваш тапхӑрӗн жюрийӗ хавхалантару премине пама йышӑннӑ — ӑна 21,1 балл пухнӑ «Ҫеҫняк» калав тивӗҫнӗ, авторӗ — Виталий Эртиван.

Жюри ертӳҫи Илле палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ӑмӑртӑва килнӗ калавсен вӑтам шайӗ самай пысӑк.

#культура, #литература, #ӑмӑртусем, #пӗтӗмлетӳсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2974.17.1155
2018.10.01 18:03
Agabazar
"Чăваш калавĕ" тесе çавăрттарса хуни питĕ килĕшрĕ. Мĕтри Юман тахçан "Атăл калавĕ" тенĕ пек.
Чăкăр // 7477.1.0775
2018.10.03 23:23
Чун туртăмĕпе конкурса хутшăнакан, хĕрÿ туйăмпа чăн чăвашла çыракан чăвашсем пур чухне чăваш пĕтмест-ха тесе çирĕплетсе калас пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем