Пысӑках мар лаптӑкра 21 ушкӑн тапӑҫнӑ. Паллах ӗнтӗ кунта шкул ачисем йышлӑрах пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнсенчен икшер-виҫшер ушкӑн хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Ҫанталӑк паха пулнишӗн халӑх пит йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Тапӑҫакансен ятарласа илсе килнӗ юр катӑкӗсенчен юмах сӑнарӗсем касса кӑлармалла пулнӑ. Халӑх ахаль ан тӑтӑр тесе хӑш-пӗрисем футбол вӑйине йӗркеленӗ, теприсем йӗлтӗр ҫине тӑнӑ. Кӑнтӑрла иртнӗ ик сехет тӗлне юмах сӑнарӗсем тӑвас ӑмӑрту вӗҫленнӗ.
Сӑнарсене хак пама Шупашкартан ятарласа ӑста ӳнерҫӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем шутӗнче Кузьмин В.А, Головинский А.Н. Вӑрнар тӑрӑхӗнчен тухнӑ пулас ӳнерҫӗсем Обручков С. тата Захаров Е.А. чылай канашланнӑ хыҫҫӑн виҫӗмӗш вырӑна Хисамутдинов Эдуарда пама йышӑннӑ. «Август» фирма ӑстин «Лӗпӗш» композицийӗ пурне те килешнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Вӑрнарти ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗсене, Кудряшов В.П.-па Храмова О.А-на панӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Замок» ятлӑ пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Хураҫури ялӗнчи Андреевсен ҫемьине пама килӗшнӗ. Вӗсен «Аҫтахи» пурне те телӗнтернӗ.
Юр ӑмӑртӑвӗсем халӑха килӗшнӗ, мӗн каҫ пуличенех стадионра савӑнӑҫлӑ ача сасси, шавӗ пӗтме шутламан та тет.