Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫӗр лаптӑкне урӑхла тӗллевпе усӑ курма йышӑннӑ. Кунта сӑмах 7,5 гектар ҫинчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 12 ҫӗр лаптӑкӗ пирки пырать. Малашне ун ҫинче акса-лартма пӑрахӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва паян иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. Йышӑну проекчӗпе республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Игорь Михайлов паллаштарнӑ.
Муркаш районӗнче 0,3 гектар ҫӗр демонстраципе курав лапамӗ йӗркелеме кирлӗ пулса тухнӑ. Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи пурӗ 1,6 гектар йышӑнакан 9 лаптӑкра «Альметьевск – Горький-3» нефть пӑрӑхне тытса тӑма ҫӗр кирлӗ пулса тухнӑ. Етӗрне районӗнчи 3,6 гектар ҫӗре муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫул сарма тата ӑна тытса тӑма усӑ курасшӑн. Тӑвай районӗнче ҫӑва валли ҫӗр уйӑрнӑ. Ӑна валли 2 гектар пӑхса хӑварнӑ.