Культура
![]() Куславкка районӗнчи Куснарта Марфа Трубина ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявланӑ. Унти шкулта ҫыравҫӑсен пӗр ушкӑнӗ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ. Тата вӑл шкула пырса кӗрсенех куҫ тӗлне лекнӗ портретсене ӳкерсе илнӗ. Ҫыравҫӑ 1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче /кивӗ стильпе ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче/ Куславкка районне кӗрекен Аслӑ Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. «Пирӗнтен, хӗрӗхелле ҫитнӗ е унтан та иртнӗ ҫынсенчен, кам ас тумасть пулӗ Трубина Мархвине, хамӑр хушӑри пек каласан — «Мархва аппана», хамӑра валли те, пирӗн ачамӑрсем валли те нумай-нумай паха кӗнеке ҫырса хӑварнӑ ҫынна? Пурте питӗ лайӑх ас тӑватпӑр ӑна, пурте ырӑпа асӑнатпӑр, унӑн ҫав тери кӑмӑллӑ, чӑннипех те «чӗре патне пыракан» произведенийӗсене паян кун та хаваслансах вулатпӑр», — тесе ҫырнӑ Леонид Агаков хӑй вӑхӑтӗнче. Ача-пӑча ҫыравҫине паян та астӑваҫҫӗ — Куславкка районӗнчи мероприятие шкул ачисем те, вӗренекесем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |