Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Чӑваш Ен каччин сӑнне почта марки ҫине сӑнланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.09.2018 16:23 | 1596 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Олег Долгов 1976 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. Каярахпа унӑн ҫемйи Самар облаҫне куҫса кайнӑ. Ҫара кайсан вӑл Дагестанри Кизляр хулине лекнӗ. Ун чухне унта шӑпах ҫапӑҫусем пынӑ. Шел те, Чӑваш Ен каччин ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ – вӑл 1996 ҫулта спецоперацире паттӑрла вилнӗ. Ӑна кун хыҫҫӑн Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ.

Нумаях пулмасть Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ячӗпе Раҫҫей почти марка кӑларнӑ. Унта Олег Долговӑн портретне, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале сӑнланӑ. Маркӑна 115 пин тиражпа кӑларнӑ, вӑл 27 тенкӗ тӑрать.

Шӑмӑршӑ районӗн каччи 20 ҫул та тултарса ӗлкӗреймен. Паттӑрӑн ятне ҫапла хисеп туни чӑннипех те мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать.

#Раҫҫейре, #Раҫҫей почти, #Шӑмӑршӑ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3981.91.6413
2018.09.07 16:28
Agabazar
Шамккайран вăл. Паллă ирçе ялĕ пулнă. Хальхи вăхăтра вăл ялта кам та пулсан пурнать-ши, çук-ши, пĕлместĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем