Пӑтӑрмахсем
![]() Илен кунӗ хыҫҫӑн ваттисем шыва кӗме хушман. Ҫав кун ҫӳлти хӑватсем шыва пӑр катӑкӗ яраҫҫӗ-мӗн. Анчах кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче те ҫанталӑк самай шӑрӑх тӑчӗ. Ҫавна май шыва кӗрекенсем те пур. Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнче инкек пулнӑ. Чуракасси ялӗн каччи Атӑлта чӑмпӑлтатнӑ чухне путса вилнӗ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта чӳхеннӗ. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |