Ҫӗмӗрлӗ хулинче ҫакӑн пек эксперимент туса пӑхнӑ теҫҫӗ: каҫ пулас умӗн, ӗҫ хыҫҫӑн пӗччен хӗрарӑмӑн пуш урампа киле таврӑнмалла пулнӑ, таврара ҫын йышлӑрах пуҫтарӑннӑ вырӑнта ҫамрӑк арҫын тапӑнса хӗрарӑм енчӗкне туртса илмелле пулнӑ. Сценарипе килӗшӳллӗн, ку ӗҫ ҫур минут яхӑн тӑсӑлмалла пулнӑ. Кам та пулин ҫак хӗрарӑма пулӑшма тӑрӑшӗ-ши?
Анчах та ҫак экспиремента хулан темиҫе кӗтесӗнче туса пӑхнӑ пулин те инкеке лекнӗ шеремете пӗр ҫын та шеллемен, пӗр сас та кӑларман, шӑппӑн пуҫа чиксе хӑйӗн ӗҫӗпе малалла уттарнӑ пулать. Хӗрарӑмӗ «Караул! Пулӑшӑр! Ҫаратаҫҫӗ», — тесе кӑшкӑрашни те никамра хӑюллӑх ҫуратман.