«Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерне Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. 431-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Нухрата «Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлама» уйӑрассине палӑртнӑ. Кирлӗ ҫӗре укҫа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви урлӑ ҫитӗ.
Ӗҫлӗ хута тишкерсен тупра кластерӑн Шупашкар районӗнчи «Ясна» комплексӗн транспорт инфраструктурине аталантарма кайӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине ҫӗнетме. Ҫакӑн валли хыснаран 198,21 пин уйӑрӗҫ.