Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Художник ячӗ ҫӑлтӑр пек ҫутӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
smaeva 28.01.2012 18:13 | 2260 хут пӑхнӑ
Артемьев Николай Лазаревич
Артемьев Николай Лазаревич

Николай Артемьев сӑрӑ ӑсти Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑшӗ-пӗри ӑна пӗлмест те, ун ҫинчен илтмен те пулӗ. Анчах ӳнере чун-чӗререн юратакансем Николай Лазаревичӑн ятне астума кирлех. Пине яхӑн ӳкерчӗк тума ӗлкӗрнӗ вӑл хӑйӗн кӗске пурнӑҫӗнче. Ҫирӗм пилӗк ҫула кӑна тӑсӑлнӑ ӗмӗрӗнче питех те чаплӑ ӗҫсем тунӑ.

Ялти шкула пӗтерсен Палтиелӗнчи вӑтам шкулта вӗреннӗ Коля. Ун хыҫҫӑн Магнитогорск хулинче заводра ӗҫленӗ. Ҫулталӑкран, 1964 ҫулта, Шупашкарти ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ. Диплом ӗҫне «Ҫеҫпӗл» ятлӑ картинӑсен ярӑмӗпе ҫырнӑ. Н. Артемьевӑн ҫак ӗҫне чи лайӑх паллӑпа йышӑннӑ. Ӗпхӳ хулинчи выставкӑра пысӑк хак панӑ унӑн ӗҫне. Ҫакӑ ӳнерте ҫӗнӗлӗхсем шырама, тата нумайрах ӗҫлеме хистенӗ ӑна. Уйрӑмах графикӑна кӑмӑлланӑ ҫамрӑк, ҫавӑнпа та ӗнтӗ художник-график специальноҫне алла илес тӗллевпе Мускаври полиграфи институтне вӗренме кӗнӗ.

Вӗреннӗ вӑхӑтрах Шупашкарти электроаппарат заводӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш кӗнеке издательствипе, ҫыравҫӑсемпе ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. Вӑл ӑсталанӑ cӑнсем «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсенче пичетленсе пынӑ, чӑваш ҫыравҫисен нумай кӗнекисене илемлетнӗ вӑл.

Анчах Коля ачаранах чӗре чирӗпе аптӑранӑ. Ҫак йывӑр чир ӑна 1971 ҫулта пиртен вӑхӑтсӑр уйӑрчӗ...

Ҫапла, сахал пурӑннӑ пулин те, хӑйӗн пурнӑҫӗнче халӑх валли нумай ырӑ ӗҫ туса хӑварма ӗлкӗрнӗ сӑрӑ ӑсти. Ял ҫыннисенчен чылайӑшӗ Нелли Петровская ҫырнӑ «Чыс» кӗнекене упраҫҫӗ. Унта — хамӑрӑн ентеш ӳкернӗ ӳкерчӗксем.

Васан ялӗнче музей уҫӑлнӑ хыҫҫӑн Коля ашшӗ, Курак тете, килӗнче сыхланса юлнӑ хӑш-пӗр альбомӗсемпе ӗҫӗсене илсе пырса панӑ. Каярах Курак тете ҫурчӗн маччи ҫинче ҫӗршер уйрӑм ӳкерчӗк, эскизсем, портретсем тупӑннӑ. Ҫирӗм ҫула яхӑн тусан ӑшӗнче выртнӑ ӳкерчӗксем ялти музейра тепӗр хут кун ҫути курнӑ вара — вӗсене тирпейлесе, тасатса, рамкӑсем ӑшне вырнаҫтарса музейри курав пӳлӗмӗнче курав йӗркеленӗччӗ.

Васансем хӑйсен паллӑ ентешне манмаҫҫӗ. Ялти халӑх музейӗнче Николай Артемьев художник ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа тата вилнӗренпе 40 ҫул ҫитнине асӑнса унӑн ӗҫӗсен куравӗ тепӗр хут уҫӑлнӑ. Ял, район тата республика ҫыннисене, шкул ачисемпе вӗрентекенсене, ӳнер илемне юратакансене пурне те унта килсе курма чӗнеҫҫӗ.

#Палтиел, #Васан, #Шӑмаршӑ районӗ, #куравсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем