Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Сенкер инҫет» олимпиадӑн малтанхи тапхӑрӗ вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 27.01.2012 16:35 | 2322 хут пӑхнӑ

Иртнӗ ҫулӑн раштав уйӑхӗнчи 15-22-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине кӑмӑллакан 10-11-мӗш класс ачисем валли «Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттерчӗ. Тӗнче тетелӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курса Чӑваш Республикинчен тата кӳршӗллӗ регионтан пурӗ 113 вӗренекен хӑйсен пӗлӗвне кӑтартма пултарчӗ.

Олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнма жюри ҫителӗклӗ балл пухма пултарнисене суйласа илчӗ:

• «Тӑван ен культурипе» — 25 баллран кая мар;

• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (чӑваш шкулӗсем) — 35 баллран кая мар;

• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (вырӑс шкулӗсем) — 40 баллран кая мар.

Пӗрремӗш тапхӑра ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ шкул ачисене эпир хӗрӳллӗн саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑтура та ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

«Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ асӑннӑ университетӑн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртет. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене регистрацилемелли вӑхӑт — 9.30-10.30. Олимпиада пуҫламӑшӗ — 10.30. Шкул ачисен хӑйсен ҫумӗнче ҫак документсем пулмалла:

1) Паспорт (вӑл пропуск шутланать);

2) Шкулта вӗреннине ӗнентерекен справка.

Адрес: Шупашкар, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт, 4-мӗш хут. Пирӗн пата троллейбуспа (4, 12, 14, 21) е маршрут таксипе (32, 35, 49, 52, 61) «Университет» чарӑнӑва ҫитиччен килмелле. Хапӑл туса кӗтетпӗр!

Олимпиада ҫӗнтерӳҫисене жюри иккӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн палӑртать.

#олимпиадӑсем, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем