Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Театр сайтне 104 чӗлхепе вулама пулать, анчах чӑвашла — ҫук

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никита Сурский 08.06.2018 17:11 | 1309 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сайтне тӗнчери 104 чӗлхепе вулама пулать, ҫав шутра — азербайджанла, албанла, амхарла, арабла, эрменле, баскла, белорусла, бирманла, венгрла, вьетнамла, грекла, грузинла, испанла, итальянла, казахла, кӑркӑсла, китайла, корейла, латинла, нимӗҫле тата ытти чӗлхепе.

Театр сайтӗнчи спектакльсен ӑнлантарӑвӗпе, афишипе анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесемпе пӗрлех сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхипе те паллашма пулать. Анчах Чӑваш Республикинчи патшалӑх театрӗн сайтӗнчи хыпарсене, пӗлтерӳсене, актерсен биографине чӑвашла вулама ҫук.

Пирӗн театрта опера, оперетта, балет фестивалӗсем тӗнче шайӗнче иртеҫҫӗ, культура мероприятийӗсене хамӑр ҫӗршыври кӑна мар, чикӗ леш енчи паллӑ артистсемпе ташӑҫӑсем те хутшӑнаҫҫӗ. Сайта 100 ытла чӗлхепе вулама май пурри, паллах, лайӑх. Анчах унти информацие чӑвашла вулама май ҫукки театр ертӳлӗхне те, республикӑна хӑйне те чыс кӳмест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://opera21.ru/
 

Комментари:

Agabazar // 1540.84.5447
2018.06.09 15:24
Agabazar
Ӗнтӗ ку опреӑпа балет театрӗнче ҫеҫ мар. Иванов ячӗллӗ театрта, Ҫеҫпӗл ячӗллӗ театрта та ҫаплах пулас. Пурте хӑйсене "чӑваш националисчӗ" тесе каласран чӗтресе тӑраҫҫӗ пек туйӑнать.
Хула ачи // 1726.84.3785
2018.06.09 17:51
Никам та хӑрамасть.Никама та ним те кирлӗ мар Плотниковсӑр пуҫне.Пӗр ҫын та каймӑп ку театра чӑвашла сайт ҫуккишӗн темӗ.
Agabazar // 2613.21.4175
2018.06.09 20:27
Agabazar
СССР вăхăтĕнче ЧăвГуна пыракан абитуриенсем анкета тултарнă. Унта вара "нацилĕх" текен графа та пулнă.

1-мĕш — вырăс
2-мĕш — украинццă
3-мĕш — белорус
...............................

"Чăваш" тени те тăнă списсăкра. 40-мĕш номерпе е 50-мĕш номерпе. Списсăк вĕçĕнче.

Пирĕн стаьяра калакан тĕслĕх вара — тата хăрушрах. Мĕншĕн тесен унта чăваш чĕлхи 100-мĕш номерпе те пулин тăмасть. 105-мĕш номĕрпе те çук.
Иртсе каякан // 2091.46.3936
2018.06.10 12:44
чӑвашла сайт пулсан " масква" укҫа памаҫ
Agabazar // 2764.06.4569
2018.06.11 12:16
Agabazar
Халь вара парать-им?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем