Шигун районӗнчи "Сенькино" ялӗ
Чӑваш ялӗсен вырӑсла ячӗсемсӗр пуҫне чӑвашла ятсем те пур. Чылай чухне чӑвашла тата вырӑсла ятсем пӗр пек мар. Тӗрлӗрен.
Ҫакӑ Чӑваш республикин тулашӗнче те ҫаплах.
Вырӑсла ятсене пурте пӗлеҫҫӗ. Чӑвашлисене — аплах мар. Хытӑрах та калама пулать: чӑвашла ятсен манӑҫа тухса пырас туртӑм та пур. Уйрӑмах — Чӑваш республикин тулашӗнче.
Апла ҫеҫ те мар-ха. Ҫавнашкал ятсене тупса палӑртса та пӗтереймен пулмалла. Ҫапла вара леш хайхи ятсем ӗмӗрлӗхех тӗнчерен ҫухалас хӑрушлӑх та пур.
Кунашкал кӑлтӑксене пӗтерес пулать. Урӑхла каласан, кашни чӑваш ялӗн ятне тупса палӑртмалла, пурнӑҫра усӑ курмалла.
Шигун районӗнчи "Сенькино" ялӗ. Тепӗр сӑн (Федисовсен ҫурчӗ)
Акӑ Самар облаҫӗнчи Шикун районӗнчи Подвалье ял тӑрӑхӗнчи "Сенькино" ялӗ.
Ӑна чӑвашсем никӗсленӗ, унта яланах чӑвашсем пурӑннӑ. "Сенькино" тени — вырӑссем панӑ ят. Яла никӗсленӗ чӑвашсем ӑна ниепле ун пек калама пултарайман. Мӗншӗн тесен никӗслесси тахҫан авалах пулса иртнӗ, ун чухне вара чӑвашсем вырӑс чӗлхине пачах та пӗлмен.
Ялне вӗсем чӑн чӑвашла ҫеҫ асӑнма пултарнӑ.
Тепри ҫапла шутласа илме пултарӗ: "Тен ку пурӑнакан вырӑн чӑвашсен мар пулӗ? Тен, йӑнӑшатпӑр?"
Ҫук, апла мар. Кунта йӑнӑш ҫук! Ку ял — чӑннипех те авалтан пыракан историлле чӑваш ялӗ. Иккӗленмелли кунта нимӗн те ҫук. Ӑна, сӑмахран, Чӗмпӗрти Кобзев ӑславҫӑ статйинче те асӑннӑ ( Кобзев А.В. БРАЧНЫЕ ОТНОШЕНИЯ ЖИТЕЛЕЙ СЕЛА ФЕДЬКИНО СИМБИРСКОЙ ГУБЕРНИИ ПО ДАННЫМ МЕТРИЧЕСКИХ КНИГ 1879–1918 ГОДОВ. // Чувашский Гуманитарный Вестник. 2016, 11№.).
Чӑн та, ун пирки пӗлекенсем хальхи чӑвашсем хушшинче нумайӑнах мар. Ҫапах та ял — пур. Тен, демографилле процессене пула унти чӑвашсен йышӗн шайӗ те сахалланнӑ пулӗ. Апла пулин те эпир вӑл яла, "пирӗн мар" тесе, айккине катертсе хӑварма пултараймастпӑр.
Ялӑн чӑн-чӑн чӑвашла ятне ним тӑхтаса тумасӑр шыраса тупас пулать.
Федисов Сергей Петрович, "Сенькино" ялӗнчен тухнӑ ҫын, Шикун районӗн пуҫлӑхӗ.
Хальхи вӑхӑтра Самар облаҫӗнчи Шикун районӗн пуҫлӑхӗ — Федисов Сергей Петрович. Вӑл шӑпах хайхи Сенькино ялӗнчен тухнӑ ҫын. Кунти унччен тӗпленнӗ йӑхран теме май пур. Мӗншӗн тесен Федисовсем — шӑпах ҫавнашкаллисем. Аслӑ Атилӗх вӑрҫинче вилнӗ ентешсене асӑнса ӑсталанӑ асӑну хӑми ҫинче те пур унашкал хушамат.
Самар облаҫӗнчи чӑваш ялӗсем пирки ҫырнисем ҫук мар. Анчах та эпир кунта асӑннӑ ял пирки, сӑмахран, Виктор Егорович Симаков кӗнекинче (Симаков В.Е. Чувашские населённые пункты Самарской области. Краеведческий словарь. Чебоксары, 2005.) нимӗн те ҫук.
Чӑваш гуманитари институчӗ кӑларнӑ ятарлӑ кӗнекере те ( Симбирско-саратовские чуваши : [монография] / Г. Н. Иванов, М. Г. Кондратьев, Г. Б. Матвеев, П. П. Фокин, Чувашский государственный институт гуманитарных наук, А. П. Долгова .— Чебоксары : ЧГИГН, 2004 .— 282 с. : ил. — (Чуваши в современном мире. История и культура) .— Использованы материалы, полученные в работе над исследовательским проектом РГНФ (грант 00—01—00097а). — ISBN 978-5-87677-017-5) нимӗн те ҫук.
Кунашкал "вӑрттӑнлахра" упранакан чӑваш ялӗсем татах та пур
Акӑ Оренбург облаҫӗнчи Сорочинск районӗнчи Пронькино. Унӑн чӑвашла ятне кам пӗлет? Пур-и ун пеккисем пирӗн хушӑра?
Оренбург обласӗнчи Сорочинск районӗнчи "Пронькино" ялӗ
Чӑваш республикинчи Йӗпреҫ районӗнчи делегаци ҫав "Пронькино" текеннинче пулса курнӑ. Тӑхӑр ҫул каяллах. http://www.gazeta-ibresi.cap.ru/Pub ... 061&page=484&size=20
Ялӑн чӑвашла ятне ыйтса пӗлме ӑс ҫитернӗ-ши вӗсем ун чухне? Темӗн.
Тахҫанах асӑрханӑ: Вырӑс тӗпчевҫисем чӑваш ялӗсен чӑваш ячӗсене чылай чыхне курмӑш пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑвашсем те ҫав еннелле сулӑнма пуҫлани пире нихӑш енчен те чыс кӳмест.
Хӑш чухне ҫакӑ сисӗнет: чӑн-чӑн ятсене шырас вырӑнне калькӑласа куҫараҫҫӗ. Ку тӗрӗс ҫул-йӗр мар. Чӑн-чӑннисенех шыраса тупасчӗ.
Вырӑс, тутар, ирҫе ялӗсен те хӑш чухне чӑвашсем ятарласа хӑйсем панӑ ячӗсем пур. Унашкал ятсене те ҫине тӑрса пухмалла, ҫитес ӑрусем валли сыхласа хӑвармалла.
Базиль Кириллов // 1731.05.3805
2018.06.07 14:28 | |
Лайӑх сӑмах.Мӗншӗнне Пӑх: С, Эльгер, Кущлавӑш уйӗ ("Хурапа шурӑ кӗнекере"), В. Димиртиев. "Чувашские исторические преданиЯ"). Мӗне пула ҫапла пулса пынине ӑнлантарните тимлӗр. | |
Agabazar // 1851.53.1736
2018.06.10 07:29 | |
Кунта асăннă "Сенькино" патша саманинче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Сенгилей уесĕнче тăнă. Çавна кура çав тăрăхри ытти чăваш ялĕсемпе мăшăрланусемлĕ, тăван-пĕтенлĕ çыхăнусенче тăнă. Кун пирки, каларăм ĕнтĕ, Чĕмпĕрти Кобзев тĕпчевçĕн ятарлă статья та пур. Анчах та Кобзев ялăн чăвашла ятне асăнмасть.
Çапла вара, вăл ял пирки Ялавăр, Анатьял, Уличе тата, паллах, Мулеккел, Кăнай, Питреккел çыннисем те аван пĕлме тивĕç. | |
Тимĕр Акташ // 2480.59.1650
2018.06.11 14:39 | |
Agabazarпа килĕшмеллех. Тĕслĕхре, Тутарстанри чăваш ялĕсем çинчен те. Чистай (Чистопольский р-н) районĕнчи Ишалькино - тутарла Ишэле ял умĕн юпа çинче çырнăччĕ. Ишелъел чăвашла çукчĕ. Аксу районĕнчи Савруши çул юппи ял умĕнчи Нижние Савруши çырнăччĕ. Чăвашла Анат Саврăш ял ятне палăртман. Тата кăшт аяккарах, Саврăш (Саврушка) çырма леш енчи Нижние Савруши чăвашла Хĕрлĕ Шур çырманччĕ.
Тата Кивĕ Саврăш (Старые Савруши), Савкаç (Савгачево) Чистай-Аксу мăн çул юппи хĕрринче чăвашла çырманччĕ. Тата Новошешминский районенчи (чăвашла Çĕнĕ Шуçăм?) Чувашская Чебоксарка ял чăвашла (Чăваш) Шупашкар çырманччĕ. Элле, урăх тĕслĕхсем те пур. Тен, Тутарстанри Чăваш наци-культура автономийĕн ертуçисем влаçсемпе çак çинчен калаçмаллаччĕ. Тата Тутарстанри Атăл урлă каçмалли кĕпер умĕнче "р. Волга" кăна мар, тутарла Идел ел(га) çырнăччĕ. (Юлашки вăхăтра ку та курăнманччĕ.) Анчах, Çĕнĕ Шупашкар çумĕнчи Шупашкар ГЭС кĕпер умĕнчи Атăл юх(аншыв) та çырмалаччĕ. Раççей Автодор организацийĕпе ЧР влаççем калаçмаллаччĕ пуль. | |
Agabazar // 4589.9.1464
2018.06.13 03:28 | |
Ку "Сенькино" тĕлĕшпе хальхи вăхăтра çырасси пирки мар, чăвашла ятне тупса палартасси пирки ыйту тăрать. Ячĕ те паллă мар. Ăна та пулин тупса палартайман-ха. | |
Agabazar // 2641.32.2711
2018.07.08 21:20 | |
Чăваш ялĕсен чăн-чăн (оригиналлă) ячĕсем пирки камăн мĕнле çĕнĕ информаци пур — кунта çырăр. |