Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Алексей Леонтьев — «Остана» (Итали) литература премийӗн лауреачӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Эктор АЛОС-и-ФОНТ 25.05.2018 11:44 | 2411 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Алексей Леонтьев
Алексей Леонтьев

Ку премие Италири окситан халӑхӗн (пурӗ вӗсем Пьемонт регионӗнче 200 пин ҫынна яхӑн) чи сумлӑ организацийӗ сахал йышлӑ тӗп нацисен чӗлхисене упраса хӑварас ӗҫри пултаруллӑ та сумлӑ деятельсене параҫҫӗ. Иртнӗ 10 ҫул хушшинче мӗн пур континетри 30 чӗлхе (этнос) ҫыннисене ҫак енсемпе хавхалантарнӑ: куҫару, музыка, кино, ҫамрӑксем, окситан чӗлхи, Италири сахал йышлӑ тӗп чӗлхе, «халӑхсен хушшинчи преми», ҫавӑн пекех черетсӗр премисем.

Алексей Леонтьевсӑр пуҫне, кӑҫалхи лауреатсем Мексикӑран (масатекс чӗлхи), Косовӑран (албан), Ирландирен (ирланд), Францирен (окситан), Испанирен (каталан тата баск), Италирен (словен). Тӗнчери чӗлхесене популяризациленӗшӗн Боб Хольмена (АПШ) черетсӗр премипе хавхалантарнӑ.

Алексей Леонтьев, «Хыпар» Издательство ҫуртне 23 ҫул ытла ертсе пынӑскер, «КИЛ» литература альманахӗн издателӗ тата тӗп редакторӗ, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн историйӗпе унӑн никӗслевҫин Николай Никольский профессорӑн биографине тӗпчесе ҫырнӑ монографисен авторӗ, Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, — асӑннӑ премие (куҫару пултарулӑхӗшӗн) Раҫҫейре тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫыравҫӑ.

Кӑҫалхи лауреатсем ҫинчен йышлӑ вулаканлӑ Nòvas d'Occitània (Окситани хыпарӗсем) интернет-хаҫатра тата преми сайтӗнче анлӑ информаци тухнӑ (портречӗсем, кӗске биографийӗсем, кӗнекисен списокӗ). Алексей Леонтьев пирки ҫакна пӗлтернӗ: вӑл Александр Гринӑн 89 калавӗпе 6 романне (5 том), Александр Беляевпа Алексей Толстойӑн 2-шер романне пичетлесе кӑларнӑ, Михаил Лермонтовӑн «Пирӗн вӑхӑтри герой» романне, Джек Лондонӑн 2 романӗпе 18 калавне куҫарнӑ. Преми сайтӗнче кӗскен тата ятарлӑ сборникре анлӑн тӑван чӗлхипе тата итальянла лауреатсен произведенийӗсен сыпӑкӗсене пичетленӗ. Алексей Леонтьев Джек Лондонӑн «Шурӑ асав шӑл» романӗн фрагменчӗпе паллаштарать.

Преми йӗркелӳҫисем лауреатсем унпа хӑйсен пичете хатӗр хайлавӗсене кӑларасса шанаҫҫӗ.

Преми девизӗ: «чӗлхесен пӗрле тата килӗшӳлӗхре пурӑнмалла», тӗллевӗ: сахал йышлӑ нацисен чӗлхисен прависене тӗнче цивилизацийӗн универсаллӑ пуянлӑхӗ вырӑнне йышӑнса хӳтӗлемелле. Премин тӗп йӗркелӳҫи, Nòvas d'Occitània хаҫатӑн тӗп редакторӗ Инес Кавалканти: «Преми панӑ чухне хамӑр халӗччен пач пӗлмен е сахал пӗлнӗ чӗлхепе калаҫнине итлесе савӑнӑпӑр. Пирӗн тӗп тӗллев – хамӑрӑн аудиторие сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисем хӑрушлӑхра пулнине аса илтересси. Тӗнчере биологи тӗрлӗлӗхне упрасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ тетпӗр, ҫавӑн пекех мӗн пур халӑх чӗлхисене упрас тата сыхласа хӑварас ыйту та ҫав тери ҫивӗч».

«Остана» преми парассине халаллакан савӑнӑҫлӑ мероприятисем тӗлне Италири чи пысӑк тиражлӑ Corriere della Sera (Каҫхи хыпарҫӑ, Миланра 1876 ҫултанпа тухать) хаҫатра лауреатсем хӑйсен чӗлхинчи пӗр-пӗр сӑмаха тишкерсе эссе жанрӗпе ҫырнӑ кӗске хайлавсем пичетленсе тухмалла. Алексей Леонтьевӑн теми – тӑван чӗлхе.

Лауреатсене кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Остана ялӗнче (Пьемонт регионӗ, Итали) чыслаҫҫӗ.

Сӑмах май. «Остана» преми лауреачӗсем пирки итальянла тӗплӗнрех ҫак страницӑсенче — Scritture in Lingua Madre X edizione; Aleksej LEONTIEV - Premio traduzione — пӗлме пулать.

#премисем, #Итали, #литература, #тӗнчере, #Остана

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 7518.5.3329
2018.05.27 19:59
Ку Турци енӗпе ӗҫсне татса паракан Илле Иванов хӑйӗн позицине улӑштарнине пӗлтерет. кун пек сӑмаха эп илтнӗччӗ.
Šyravşă32 // 4182.68.4835
2018.05.29 08:30
Савăнмалла хыпар, мĕнле маттур çын. Хăçан пичетлесе кăларĕç-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем