Тӗрлӗ сайтсенче пӗлтернӗ тӑрӑх 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене машинӑпа урӑх чӗлхене куҫарассин курсне йӗркелеҫҫӗ. Ку курсӑн тӗллевӗ — хӑй тӗллӗн куҫару тума пултаракан Apertium ятлӑ платформӑпа усӑ курма вӗренесси.
Ҫак программа продуктне тӗпе хурса паянхи кун тӗлне 40 ытла чӗлхеллӗ тӑлмач туса ҫитерме ӗлкӗрнӗ. Кунта сӑмах пӗр хурӑнташ чӗлхерен тепӗр хурӑнташ чӗлхене (калӑпӑр, тутар чӗлхинчен чӑвашла, вырӑсларан украинла т.ыт.те) куҫарни пирки пырать.
Тӑлмачсен курсне чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем те хутшӑнаҫҫӗ: 1 курсра вӗренекен Кукушкина Лариса тата Александрова Екатерина, М.Р. Федотов ячӗллӗ чӑваш тата тухӑҫ чӗлхе пӗлӗвӗ кафедрин аслӑ преподавателӗ О.В. Сорокина. Асӑннӑ курса хутшӑнакансем ҫӗнӗ хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмача тӑвас енӗпе конкурссенче грант ҫӗнсе илме май паракан пӗлӳпе пуянланасса та шанаҫҫӗ.