Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енре 30-мӗш хут «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» чупу пулать. Ҫак ӑмӑртусем ҫӗршывра 1982-мӗш ҫултанпа иртеҫҫӗ. Унта яланах халӑх питӗ йышлӑ хутшӑнать.
Кӑҫал йышлӑ чупу пур районпа хулара та иртет. Тӗп старт яланхи пекех Шупашкар 500 ҫул тултарнине халалланӑ Культурӑпа кану паркӗнче пулать. Йӗркелекенсем ҫак кун йӗлтӗр ҫине 40 пин ытла ҫын тӑрасса шанаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе дипломсем, хаклӑ тата асӑнмаллӑх парнесем кӗтеҫҫӗ. Чи ҫамрӑк тата чи аслӑ спортсменсене уйрӑммӑн чыслаҫҫӗ. Спорт уявне килекенсем валли анлӑ культура программи хатӗрлеҫҫӗ.