Спорт
![]() Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӑмӑл атлетсем Ҫӗнӗ Шупашкарти "Грани" парнисемшӗн старта тухӗҫ. Ӑмӑрту А.Г. Николаев ячӗллӗ стадионта иртӗ. Спортсменсене вӑл шучӗпе 26-мӗш хут пуҫтарать. Ӑмӑртӑва ҫулсерен 1500 ытла спортсмен хутшӑннине ӗнентереҫҫӗ. Унта 200 ытла команда пухӑнать. Пӗлтӗр ҫемье ушкӑнӗсем ҫеҫ 100 ытла пулнӑ. Ӑмӑрту 10 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем старта чи малтан тӑрӗҫ. Ҫемье ушкӑнӗсем ӑмӑртӑва вӗҫлекеннисем пулӗҫ. Вӗсем 16 сезет те 45 минутра ӑмӑртӗҫ. Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 14 сехетре уҫӗҫ. Ҫӑмӑл атлетсене 2-мӗш спорт шкулӗнчи арбитрсен профессионал ушкӑнӗ хаклӗ. Вӗсем — Паралимп вӑййисене, Раҫҫейӗн чемпионачӗсемпе первенствисене хутшӑнса опыт пухнӑ спортсменсем. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |