Шупашкарти полицейскисем суя эрех кӑларакан цех тупнӑ. Суя услам тӑвакан ҫынсен тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар ҫыннисем, маркӑламан, лицензисӗр эрех кӑлараканскерсем, пакунлисен куҫӗ тӗлне 2017 ҫул вӗҫӗнчех лекнӗ. Полицейскисем вӗсене сӑнасах тӑнӑ. Хайхискерсем паллӑ маркӑсемлӗ эрех тесе хулана спиртлӑ шӗвек тата спирт кӳрсе килнӗ. Ҫавсенчен маркӑламан алкоголь туса кӑларнӑ.
Вӗсен цехӗ хула варринчех вырнаҫнӑ. «Усламҫӑсем» спирта кранран юхакан шывпах хутӑштарнӑ, кӗленчене питӗрнӗ те курттӑммӑн туянакан ҫынсене сутнӑ. Ҫапла суя эрех республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те сарӑлнӑ.
Полицейскисем цехра 2,5 пин литр эрех, 2,2 пин ытла литр спирт, кӗленчесене питӗрмелли станок, пушӑ кӗленчесем тата пӑкӑсем тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе 4 ҫынна тытса чарнӑ.