Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкар хӗрӗ Максим Фадеева ташлаттарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.04.2018 18:42 | 1216 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкар хӗрӗ Софья Авазашвили «Песни» (чӑв. «Юрӑсем») проекта хутшӑнса жюрие вокал пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Пике хӑйӗн юррине, «Без тебя меня нет» (чӑв. «Эпӗ сансӑр ҫук») ятлӑскере, Тим Гримбергпа юрланӑ. Шоу продюсерӗ тата хӗрӗн наставникӗ Максим Фадеев чӑтса ларайман – пукан ҫинчен тӑнӑ та ташлама пуҫланӑ. Ҫапла вӑл пурне те тӗлӗнтернӗ.

Софья концертра хӑйӗн юррине шӑрантарнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Жюрире ларнӑ Тимати юрӑҫ та юрра ырланӑ. Вӑл композици лайӑх пулнине, ҫакӑншӑн тӑрса алӑ ҫупма хатӗррине палӑртнӑ.

Унччен Тиматие Софья Авазашвилин «На радиоволнах» (чӑв. «Радиохумсем ҫинче») юрри те килӗшнӗ.

#культура, #концертсем, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.eg.ru/showbusiness/513687/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.04.24 00:51
Татах савăнтăм-ха ĕнтĕ Чăваш Ен хĕрĕн ăнăçлă утăмĕсемшĕн. Мĕнле савăнмăн çамрăк чăвашсем Рассей Федерацийĕнче ытти халăхсенчен кем пулмасăр, ĕлĕки вăтану-.ютшăну хăнăхăвне сирсе хурса, витĕмлĕ юрлама пултарнăшăн! Ку савăнтарать. Çав юрланă юрри чăваш халăх юррисен уйăрăмлăхĕсемпе пулнă-ши? Европăри пек çухăрса юрламаллисем усă парĕç-ши пире,çамрăк ачасенче чăвашлăх туйăмне вăратма? Итлес килсе кайрĕ çамрăк юрăçăн юррине. Тĕрĕслĕх - танлаштарура палăрать тенĕ философ. Танлаштарасчĕ манăн та.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем