Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Асран кайми» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.01.2012 11:07 | 2283 хут пӑхнӑ

«Асран кайми» ятпа вулакан аллине ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ. Авторӗсем — Г. Е. Дубровпа Ю. А. Перепелкин 60 ытларах страницӑллӑ ку ӗҫе Патӑрьел районӗнчи Туҫа ял ӗҫченӗсене сума суса хатӗрленӗ. Ум сӑмахра (ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен перлӗхӗн пайташӗ Гурий Дубров хатӗрленӗ) шӑпах унӑн историне кӗрсе юлнӑ паллӑ вырӑнсем, йӑх-тымарсем пирки ҫырса кӑтартнӑ.

Асӑннӑ кӗнеке виҫӗ тӗп пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗ «Туҫара — хӑнара» ятлӑ. Унта 2002 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Красноармейскинчи «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи — Н. Янкас премийӗн лауреачӗ Н. М. Никоноров) Анат Туҫана пысӑк концерт программипе ҫитсе килни ҫинчен туллин каласа панӑ. Ку ял — кӗнеке авторӗсенчен пӗрин, Юрий Анатольевич Перепелкинӑн — тӑван ялӗ. Унӑн аслашшӗ, Илларион Евдокимович — Социализмла Ӗҫ Геройӗ, ашшӗ, Анатолий Илларионович — Ленин орденне тивӗҫнӗ. Курав залӗнче халӑх лӑк тулли пулнӑ, красноармейскисен концертне ҫынсем пысӑк хак панӑ.

Иккӗмӗш пайӗ — «Аслисене асра тытса» ятлӑ. Вӑл хӑй тата пӗчӗкрех виҫӗ сыпӑкран тӑрать: «Шкул музейӗнче», «Асӑну хӑми уҫни» тата «Палӑк лартни». Кунта сӑмах 2003 ҫулта шкулӑн пысӑк залӗнче Путенесен йӑх уявӗ хыҫҫӑн Социализмла Ӗҫ Геройне И. Е. Перепелкина халалласа Красноармейскинчи Н. А. Иванов скульптор ӑсталанӑ бюста шкул музейне парнелени, Паттӑр ячӗпе Асӑну хӑми уҫни, ӑна сума суса палӑк лартни ҫинчен пырать.

Виҫҫӗмӗш пайӗ — «Ирхи тӗпел» телекӑларӑм» ятпа вулакан патне ҫитнӗ. Марина Карягина тележурналист хатӗрлекен «Ирхи тӗпел» телекӑларӑма 2010 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Юрий Анатольевичпа Николай Алексеевич Перепелкинсене чӗннӗ. Унта Патӑрьел тӑрӑхӗнчи паттӑр та мухтавлӑ ҫынсем пиркиех калаҫу пырать. Анат Туҫара Паттӑр йӑхсем чӑннипех те йышлӑ: Перепелкинсем, Кузнецовсем, Барановсем, Заплаткинсем, Плешковсем, Долговсем, Маршевсем тата ыттисем те.

Кӗнекене кунсӑр пуҫне тӗрлӗ тӗслӗ чылай сӑнӳкерчӗкпе пуянлатнӑ. Красноармейски районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ И. А. Прокопьев редакцилесе кӑларнӑскере, Шупашкарти «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире 200 экземпляр тиражпа пичетленӗ. Ҫапла вара ҫак кунсенче таврапӗлӳҫӗсем валли питӗ кирлӗ те усӑллӑ кӗнеке «пиҫсе тухнӑ».

#Красноармейски, #Анат Туҫа, #кӗнекесем, #Ҫӗнӗ вӑхӑт, #Шупашкар, #Патарьел районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем