2011 ҫул вӗҫленес умӗн, раштавӑн 31-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Иван Андреевич Андреев вилсе кайнӑ. Иван Андреевич чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе нумай ӗҫ ҫырса пичетленӗ, орфографи правилисене хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ. Паян, 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем унпа сывпуллашрӗҫ.
Андреев Иван Андреевич 1928 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче Элӗк районне кӗрекен Хутяк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1950 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ, 1954 ҫулта — вырӑс чӗлхипе литературин уйрӑмне. 1955 ҫулта аспирантурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ.
Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче чӗлхе пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, Чӑваш патшалӑх университетӗнче 30 ҫул студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ.
Иван Андреевич — ЧАССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1990), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (2001), филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1972).