Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Физкультура учителӗ «Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» ятшӑн тупӑшӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 11.04.2018 18:03 | 259 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Паян, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Красноармейскинче республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» тата «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» конкурссен районти тапхӑрӗсене пӗтӗмлетнӗ.

Район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Трак тӑрӑхӗнче «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» ята Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Арина Михайлова тивӗҫнӗ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» ята ҫак шкултах ӗҫлекен Елена Константинова ҫӗнсе илнӗ. Класс ертӳҫисен йышӗнче Трак вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Валентина Лукинана ҫитекен пулман. «Пӗчӗк ҫӑлтӑр» ача пахчин воспитателӗ Галина Николаева «Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» пулса тӑнӑ.

«Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» ята ҫӗнсе илессишӗн вара Трак вӑтам шкулӗн физкультура учителӗ Валерий Чаховский тупӑшӗ — район шайӗнчи конкурсра вӑл чи маттурри пулнӑ.

#ача пахчисем, #шкулсем, #вӗрентекенсем, #конкурссем, #Красноармейски районӗ, #Трак

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхи пирки Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта калаҫнӑ
2017, 04, 07
Шкул ачи 100 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ
2018, 03, 14
Информатика учителӗ Раҫҫей шайӗнче чапа тухнӑ
2018, 03, 16
Чӑваш чӗлхи вӗрентекене номинаци ҫӗнтерӳҫин дипломӗ ҫеҫ лекнӗ
2018, 03, 28
Шупашкарти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ ӑсталӑхне Мускавра кӑтартӗ
2018, 04, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org