Чӑваш Енре ырантанпа, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе, Канашпа Шупашкара хула ҫум пуйӑссем хутлама тытӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче чукун ҫул транспорчӗ шӑмат кунсерен ҫеҫ хутлать тесе хыпарланӑччӗ малтанласа. Анчах нумаях пулмасть ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗҫ: пуйӑссене кашни кунсерен ҫӳретме пуҫлӗҫ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен 6502-мӗш номерлӗ «Канаш – Шупашкар» тата 6505-мӗш номерлӗ «Шупашкар – Канаш» пуйӑс ҫӳрессине хула ҫум пассажирсене турттаракан «Содружество» компанийӗ пӗлтернӗ.
Канашран Шупашкара пуйӑс ирхи 3 сехет те 51 минутра хускалӗ, Шупашкара 6 сехет те 15 минута ҫитӗ; Шупашкартан 18 сехет 40 минутра тапранса Канашра 21 сехет те 5 минутра пулӗ.