Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Юбилейсене халалласа

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 17.12.2011 20:41 | 1953 хут пӑхнӑ

2012 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗ туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитет, Хӗрлӗ Чутай ялӗ 430 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Ҫак ятпа районта ҫӗнӗ энциклопеди кӑларма материалсем пухаҫҫӗ. «Краткая эциклопедия Красночетайского района» кӗнекене 2004 ҫулта пичетлесе кӑларнӑччӗ, районти чылай паллӑ ҫын пирки ку энциклопедире паллаштарнӑ, ҫав вӑхӑтрах чылай ҫын пирки каласа парайман. Районта пурӑнакансем халӗ хӗрсех ҫӗнӗ энциклопедии валли материалсем пухаҫҫӗ кӑна мар, хӑйсем те кӗнеке пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Нумаях пулмасть Галина Зотовӑн «Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курчӗ. Раштавӑн 16-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри культурӑпа кану центрӗнче Ишеккассинче ҫуралса ӳснӗ Валерий Гурьевич Орлов пухса хатӗрленӗ «Отчий край. История сел и деревень Красночетайского района Чувашской Республики» ятлӑ кӗнекен презентацийӗ пулчӗ. Кӗнеке презентацине вырӑнти администрации пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, Хӗрлӗ Чутай ентешӗсем ЧППУ-н художественно-графический факультет деканӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Анатолий Данилов, ЧППУ профессорӗ Георгий Яковлев, МАДИ профессорӗ Анатолий Никитин хутшӑнчӗҫ. Валерий Гурьевич района мухтава тивӗҫлӗ ӗҫ парнеленӗ, кӗнеке 325 страницӑран тӑрать, хитре хуплашкаллӑ, истории событисемпе пуян, кӗнекере районти кашни ял кун-ҫулӗпе паллашма пулать, сӑнӳкерчӗксем чылай.

#Хӗрлӗ Чутай, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Ишеккасси

 

Комментари:

Ludmila Andreeva // 4523-7015
2011.12.27 23:59
Маттур эсир! Тăван халăхшăн тĕлĕнмелле пысăк ĕç турăр. Ентешĕрсем сирĕн умăрта çĕре çити пуç таяççĕ. Эсир çич хут тир витĕр тар юхтарса ĕçленине çитес ăрусем манмĕç.
Тăван халăхăн çутă малашлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме кăвар чĕре, унăн пулас кун-çулĕшĕн кар тăма çирĕп сывлăх пултăр сирĕнте яланах!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем