Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш халӑх сайчӗ 2012 ҫул валли календарь кӑларчӗ. А3 хурмӑпа калӑпланӑскер Чӑваш халӑх сайчӗ пирки кӗскен каласа парать, ҫак ҫулталӑкри паллӑрах юбилярсен кунӗсемпе паллаштарать. Сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ вӑл.
Хӑш-пӗрисем патне календарь ҫитрӗ те ӗнтӗ — сӑмахран, нумай пулмасть иртнӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнеке хӑтлавӗнче авторсене парнелерӗмӗр. Туянас кӑмӑллисем вара ӑна «СУМ» лаввкара туянайраҫҫӗ — хакӗ 15 тенкӗ. 2-шеррӗн сутатӑнать вӑл унта.
Паллах, календаре эпир чӑвашла хатӗрлерӗмӗр — уйӑх ячӗсем те, кун ячӗсем те — йӑлт чӑвашла. Ку календарь пирӗн пӗрлӗхшӗн — ҫӗнӗлӗх, ӑна пуҫласа кӑлартӑмӑр. Йӑнӑшсем пулсан та каҫарма ыйтатпӑр.
Татьяна // 2990.66.9526
2011.12.08 23:31 | |
Календарь чăнах та питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Мана килĕшрĕ. Вĕрентекенсене уроксенче усă курма та меллĕ япала. | |
