Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеке хӑтлавӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 05.12.2011 21:34 | 2267 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта Галина Зотова пухса хатӗрленӗ «Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ.

Зотова Галина Вячеславовна ҫак шкулта 1980 ҫултанпа акӑлчан чӗлхи вӗрентет. Раштавӑн 17-мӗшӗнче Илья Николаевич Ульянов шкула тӗрӗслеме килнӗренпе 140 ҫул ҫитет, тата ҫак кунсенче Галина Вячеславовна хӑйӗн 55 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Шӑпах хӑй ҫуралнӑ кун тӗлне авторӑн ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курчӗ.

Юбиляра саламлама унӑн Етӗрне районӗнчи ентешӗсем — Пӗрҫирлан шкулӗнчи вӗрентекенсенчен тӑракан «Илем» ансамбль (ертӳҫи Иван Любимов композитор), Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ, пӗрле вӗреннӗ Константин Михайлов, тӑванӗсем Ирина, Валентина тата Людмила учительсем, Штанаш ял администрацинче вӑй хуракансем килнӗ. Уява Штанаш шкул директорӗ В.Н. Парикова уҫрӗ, Галина Вячеславовнӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ. Вӗренекенсем Галина Вячеславовнӑна халалласа презентаци хатӗрленӗ. Персирлан шкулӗн пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ Ирина Вячеславовна Григорьева уява ертсе пычӗ. Галина Зотова кӗнеке-энциклопедипе паллаштарчӗ.

Кӗнекере вырӑнти ялсен историйӗпе, шкул, колхоз, чиркӳ, пульница историйӗпе, 181 ҫын биографийӗпе паллаштарнӑ. Кунтах ҫырма-ҫатра ҫинчен ҫырса кӑтартни пур. Кӗнекере ҫавӑн пекех вӗренекенсен тӗпчев ӗҫӗсем, ачасем хайланӑ юмах, Ульянов шкула тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫырнӑ акт, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Василий Лебедев 1848 ҫулта ҫырса Питӗрте пичетленнӗ Чӑваш халапӗсем те пур. Автор архивсене чылай аппаланса ларнӑ. Кӗнекере фотографисем чылай, 4 страница тӗрлӗ тӗслӗ.

Пуҫламӑш класра вӗренекенсем «Теремок» юмаха акӑлчан чӗлхипе выляса пачӗҫ. «Илем» ансамбль илемлӗ юрӑсене чуна тивмелле шӑрантарчӗ, кулӑшла сценкӑсемпе халӑха култарчӗ. Штанаш ял администраци пуҫлӑхӗ Светлана Григорьевна Ефремова Галина Зотовӑна кӗнеке кӑларнӑшӑн сума суса Тав хучӗпе чысларӗ.

#Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #хӑтлавсем, #кенекесем

 

Комментари:

Migulaj // 1852.47.8240
2011.12.07 18:53
Мĕн сăлтавпа ку кĕнекене ют чĕлхепе кăларнă?
Анонимла // 3658.6.5596
2011.12.07 21:31
Кĕнекере чăвашла çырнă статьясем те пур. Чăваш наци библиотекине пĕр экземпляр парнеленĕ, паллашма пултаратăр. Чăваш чĕлхипе пичетленĕ энциклопеди ку тарана çитсе курман-ха эпĕ. «Чăваш халăх календарĕ» пур. Урăх пĕлместĕп. Микулай, тен хăй чăваш чĕлхипе пичетленнĕ энциклопеди парнелĕ чăваш халăхне? Хаваспах паллашнă пулăттăмăр.
Migulaj // 1852.47.8240
2011.12.08 21:20
Манăн шухăш: Чăваш çĕршывĕнче чăваш энциклопедине чăваш чĕлхипе кăлармалла.
Эпĕ хирĕç мар Вырăс Енре вырăс энциклопедийĕ вырăс чĕлхипе тухать пулсан.
Анонимла // 2536.0.1412
2011.12.09 19:42
Валентина Яковлева "Пăла шывĕ хĕрринче " ятлă энциклопеди чăвашла кăларчĕ, 300 экземплярпа, питĕ пысăк кĕнеке. Урăх чăвашлисем пур-ши?
Валентина // 1291.99.6833
2011.12.09 19:46
Тунă ĕçе хурлама лайăх, мухтав Турра, хăйсем тĕллĕн çапла кăларма пултарнă авторсене тав темелле. Чăвашсем вырăсла та аванах ăнлаççĕ.
Migulaj // 1852.47.8240
2011.12.09 21:03
Нумай вăхăт иртсен мана та кунта сăмах каллех пачĕç.
Тавтапуç.
ljudmila Andreeva // 1333.23.5719
2011.12.09 21:38
Эпĕ те Микулайăн шухăшĕпе килĕшетĕп. Чăваш çĕршывĕнче чăваш халăхĕ валли чăваш энциклопедине тăван чĕлхепех кăлармалла.
ljudmila Andreeva // 1333.23.5719
2011.12.10 00:51
Галина Вячеславовнана 55 çул тултарнă ятпа чунтан-чĕререн саламлатăп.Ĕмĕрĕр Сирĕн чăваш сурпанĕ пек вăрăм пултăр та хушпу кĕмĕлĕ пек ялкăшса та çуталса тăтăр. Пурнас кун-çулăрта тата 88 ăшă тумтир та 77 тĕрлĕ çипрен тĕртнĕ кĕпе çĕтмелле пултăр.Чăваш чĕлхи хăватне туйса нумай-нумай çулсем пурăнăр, çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тăвăр.
ljudmila Andreeva // 3315.71.7949
2011.12.25 19:41
Валентина Яковлевăн "Пăла шывĕ хĕрринче" тата Галина Зотовăн энциклопедийĕсене ăçтан тупса вулама пулать-ши? Питĕ паллашас килет.
Вăй-халĕсене шеллемесĕр тăван халăхшăн тăрăшакансене чыс та мухтав!
Анонимла // 4210.61.9450
2011.12.27 21:02
"Пăла шывĕ хĕрринче " пирки пĕлместĕп, Галина Зотова пĕр экземпляр Чăваш наци библиотекине парнеленĕ, каникулта татах та кайса парас шутлă, мĕншĕн тесен библиотекăра васкаса пичетленĕ вариант кăна халлĕхе.Кĕнекене сутса пĕтерсен материалсене чăваш халăх сайтне парнелесшĕн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем