Шӑматкун, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, пирӗн сайтсем пӗр вӑхӑт ӗҫлемесӗр тӑчӗҫ. Сӑлтавӗ «Агава-Север» хостинг площадкинче пулса иртнӗ пӑтӑрмахра пулчӗ. Серверсене вырнаҫтарма май паракан хостер пӗлтернӗ тӑрӑх планпа UPS (электроэнергипе тикӗс тивӗҫтерекен система) тӗрӗсленӗ вӑхӑтра кӑлтӑк тухнӑран вӗсен патӗнче вырнаҫнӑ серверсен пӗр пайӗ электроэнергисӗр юлнӑ. Ҫав шута пирӗнни те кӗнӗ.
Электроэнергипе тивӗҫтерме пуҫланӑ хыҫҫӑн пирӗн серверти MySQL сервер тапранаймарӗ. Сӑлтавӗ унта вырнаҫнӑ дисксенчен пӗри (вӗсем RAID массивра ӗҫлеҫҫӗ) юрӑхсӑра тухнинче пулчӗ. Кӗтмен ҫӗртен сӳнтернӗрен файл системинче йӑнӑшсем сиксе тухрӗҫ — пӗлӗм пухмачӗн пайӗнче те пулчӗҫ вӗсем. Шӑп ҫав йӑнӑшсене пула ӗнтӗ MySQL ӗҫлеймесӗр тӑчӗ.
Халӗ сайтсем ӗҫлеҫҫӗ (хӑшӗ-пӗринче кӑна кӑлтӑксем халӗ те пур). Даннӑйсене ҫухатассинчен хӑрушлӑх ҫук — пирӗн архивсем те пур, дискӗсем те RAID массивра (пӗри юрӑхсӑра тухни темех мар). Кӑлтӑклӑ диска вара ҫитес вӑхӑтра ҫӗннипе улӑштарӑпӑр.