Ҫӑмран чӑлха ҫыхма е кӑҫатӑ йӑвалама ҫеҫ мар, чӑн-чӑн юмах тӗнчи йӗркелеме пулать. Чӑваш Патшалӑх ӳнер музейӗнче Мускавра пурӑнакан Ирина Андреева художникӑн хӑйне евӗрлӗ скульптурисен куравӗ уҫӑлчӗ. Вӗсене кӗҫҫерен ӑсталанӑ.
Курав ахальтен мар «Ӑшӑ кун» ятлӑ. Кунти экспонатсене пурне те кӗҫҫе усӑ курса хатӗрленӗ. Кӗҫҫерен тунӑ япаласем этеме хӗл сиввинчен хӑтӑлма пулӑшаҫҫӗ. Маҫтӑрӑн кӗҫҫерен ӑсталанӑ экспоначӗсем те куракана ӑшӑ туйӑм парнелеме пултараҫҫӗ.
Ирина Андреева 17 ҫул каяллах ҫӑмран кӗҫҫе пусса тӗрлӗ скульптурӑ калӑплама пуҫланӑ. Унӑн сӑнарлӑ пуканисем кашни ҫулах тӗнче шайӗнче иртекен фестивальсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.
Художникӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем куракана илӗртеҫҫӗ. Сцена пек туса хатӗрленӗ кашни экспонат ― хӑйне евӗрлӗ пӗчӗк юмах.
Ҫак куҫа илӗртекен йӑваш кӳлепесем чунра ырӑ туйӑм вӑратса ӑшӑтаҫҫӗ. Курав Шупашкарта раштавӑн 5-мӗшӗччен пулӗ.